Республикӑра креативлӑ индустри шкулӗн иккӗмӗш вӗренӳ лаптӑкӗ хута кайрӗ

Пултаруллӑ, мал ӗмӗтлӗ ачасем умӗнче аталану ҫул-йӗрне уҫса пыма. Чӑваш Республикин Наци библиотеки ҫумӗнче креативлӑ индустрисен шкулӗ уҫӑлчӗ. Ку вӑл регионти ҫамрӑксем валли йӗркеленӗ 2-мӗш вӗренӳ лапамӗ. 

Пӗрремӗшӗ 2 ҫул каялла Культурӑпа ӳнер институчӗ ҫумӗнче уҫӑлнӑ. Ӗҫ кӑтартӑвӗсем аван, ачасен ҫитӗнӗвӗсем курӑмлӑ. Креативлӑ индустрисен шкулне "Придумано в России" федераци программипе килӗшӳллӗн уҫма май килнӗ. Ҫавӑн пекех Раҫҫей Культура министерствин, республика бюджечӗн укҫи-тенкипе. Палӑртнине пурнӑҫлама пӗтӗмӗшле 46 миллион тенкӗ кирлӗ пулнӑ. Перекетленӗ укҫапа ытти техника туянасшӑн, презентаци ирттермелли лапам йӗркелесшӗн. "Фото, видео ӳкерме, монтаж туса кино хатӗрлеме пӗлекенсен хӑйсен ӗҫӗн хаклавне ирттерес ӑсталӑх та пулмаллах", - тесе шутлаҫҫӗ педагогсем. Шкулта 5-мӗш-11-мӗш класс ачисене йышӑнӗҫ. Курс тӳлевсӗр, 2 ҫул пырать. Пӗрремӗш ҫулталӑкра ачасем шкулта сӗнекен кашни енпе вӗренӗҫ, малалла хӑйсене ытларах килӗшнипе аталанӗҫ. 

2025-мӗш ҫулта пирвайхи креативлӑ индустри шкулӗнчен 120-ӗн вӗренсе тухнӑ. 2 ҫулта хастарсем Раҫҫей тата регион шайӗнчи 11 конкурса хутшӑнса 45 малти вырӑн йышӑннӑ. Ҫӗнӗ аталану лапамӗнче пӗлӳ илекенсем те ҫӗнтерӳсемпе палӑрасса шанаҫҫӗ. 

Алиса Александрова, Виктор Степанов