Кӳкеҫ поселокӗнчи 825 вырӑнлӑ ҫӗнӗ шкула ҫурри ытла тунӑ. Хальхи вӑхӑтра объектра 127 ҫын вӑй хурать. Вӗренӳ корпусӗнче шалти ӗҫсем пыраҫҫӗ тата ҫурт тӑррине витеҫҫӗ. Ун хыҫҫӑн ӑшӑ тытӑмне тума пикенмелле. Шкул хакӗ 1 миллиард та 200 миллион тенкӗ. Ӑна хута ярасса ку тӑрӑхра пурӑнакансем чӑтӑмсӑр кӗтеҫҫӗ. Ҫакӑ ачасем икӗ сменӑпа вӗренекен лицея ҫӑмӑллӑх кӳрӗ.
3 шкултан чи пысӑкки - тӗп хулари "Хӗвеллӗ" микрорайонта ҫӗкленет. Пӗлӳ ҫурчӗ пӗр пин те 400 ачана йышӑнма пултарӗ. Малтанхи тапхӑрта проект хатӗрлессипе тата ӑна патшалӑх экспертизи витӗр кӑларассипе йывӑрлӑхсем пулнӑ пулсан, халӗ вӗсем хыҫа юлнӑ. Объектри ӗҫе хӑвӑртлатас тӗллевпе подряд организацийӗ строительсен шутне ӳстерме шантарчӗ.
Концесси килӗшӗвӗпе тӑвакан тепӗр шкул Ҫӗнӗ Шупашкарти Интернационалист-салтаксен урамӗнче вырнаҫнӑ. Вӑл пӗр пин те 100 вӗренекен валли пулӗ. Объектра 170 строитель вӑй хурать. Кунта та ӗҫлекенсен шутне ӳстерме палӑртаҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра ҫурт тӑррине витеҫҫӗ, тулти тата шалти ӗҫсене тӑваҫҫӗ. Паянхи куна шкул 46 процент хатӗр.
Объектсемпе паллашнӑ хыҫҫӑн Алексей Ладыков подряд организацийӗсем умӗнче тӑракан тӗп тӗллев - пӗлӳ ҫурчӗсене вӑхӑтра хута ярасси пулнине палӑртрӗ. Виҫӗ шкула та ҫулталӑк вӗҫлениччен туса пӗтермелле, вӗсен алӑкӗсем вара ҫитес ҫул уҫӑлмалла. Ӗҫсене хӑвӑртлатма ҫӗртме уйӑхӗнче хушма укҫа-тенкӗ уйӑрни пулӑшӗ.
Оксана Верликова, Игорь Ульянов