Ҫӗнӗ Шупашкарти ача-пӑча музыка шкулне 1980-мӗш ҫулта хӑпартнӑ. Унтанпа ӑна пӗрре те тӗпрен юсаман. Кӑҫал учреждение "Культура" наци проекчӗпе ҫӗнетме май тупнӑ. Ҫакӑн валли федераци, республика тата вырӑнти хыснасенчен 10 миллион ытла тенкӗ уйӑрнӑ. Ача-пӑча музыка шкулӗнче ӗҫ графикпе килӗшӳллӗн пырать пулсан, ӳнӗр шкулӗнче вара кӑшт юлса пыраҫҫӗ. Апла пулин те подрядчик мӗн палӑртнине вӑхӑтра вӗҫлеме шантарать. Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Октябрьски салинчи ача-пӑча ӳнер шкулӗнче те рабочисем тул енче те, шалта та тӑрӑшаҫҫӗ.
Диана Иванова, Артур Галкин