Республикӑра "Чи лайӑх класс ертӳҫи" конкурс иртет

Вӗрентекенсен ӑсталӑх тупӑшӑвне кӑҫалхипе 19-мӗш хут йӗркеленӗ. Хальлӗхе тӗрлӗ хулапа округри ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртаҫҫӗ. Шупашкарти конкурса 20-мӗн хутшӑнчӗҫ. 

Ачасемшӗн ҫӗнӗ вӗрентекенсемпе паллашни уяв пулсан, конкурсантсемшӗн - кулленхи ӗҫ. Апла пулин те вӗсем хумханнине пытармарӗҫ. 10 минут палламан вӗренекенсем умӗнче тухса калаҫма, чӑнах та, ҫӑмӑл мар. Кашни класра ачасем калаҫу темине хӑйсем суйласа илчӗҫ. Уҫӑ урока тӳресем хакларӗҫ. Темӑна еплерех уҫса панине, класа пӗрлештерме пултарнине, ачасене итлеттерме тата илтме пӗлнине шута илчӗҫ вӗсем. 

Лидия Герасимова 48-мӗш шкулти 7-мӗш класс ертӳҫи. Вӑл ачасене чунтан юратакансем кӑна ҫак ӗҫре тӑрӑшма пултараҫҫӗ, тет. Конкурсӑн Шупашкарти тапхӑрне пӗр арҫын-вӗрентекен - Андрей Гарифуллин хутшӑнчӗ. Вӑл 59-мӗш вӑтам шкулта ОБЖ вӗрентет тата ҫамрӑк армеецсен кружокне ертсе пырать. Ҫакӑнпа пӗрлех 8-мӗш класс ертӳҫи. Хӑйӗн тивӗҫӗсенчен пӗри учительсене, ачасене тата ашшӗ-амӑшне туслаштарасси тесе шутлать. "Чи лайӑх класс ертӳҫи" конкурс педагогсен пӗлӗвне, вӗрентекен сумне ӳстерме, пӗр-пӗрин опычӗпе паллашма пулӑшать.

Ҫак кунах тепӗр тапхӑр иртрӗ. "Класс ертӳҫи - воспитани тӗлӗшпе ашшӗ-амӑшне ҫутта кӑлараканӗ" темӑпа лекци вуламалла пулчӗ. Кашнине 10-шар минут уйӑрса пачӗҫ. Икӗ тапхӑра пӗтӗмлетсе ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртрӗҫ. 1-мӗш вырӑна 59-мӗш шкулти Андрей Гарифуллин тухрӗ. Вӑл тӗп хула чысне республика шайӗнчи тупӑшура хӳтӗлӗ. 

Надежда Александрова, Виктор Степанов