Республикӑра "Абилимпикс-2023" наци чемпионачӗн суйлав тапхӑрӗ пырать

Ӑмӑртӑва 19-ӑн хутшӑнаҫҫӗ. Ҫак юхӑм Раҫҫейре ҫулран-ҫул аталанса йышне ӳстерсех пырать. Кӑҫал 89 регионтан 21 пин ҫын заявка тӑратнӑ. "Абилимпикс" сусӑр ҫамрӑксене хӑйсен вӑйне туйса илме, пултарулӑхне кӑтартма, пурнӑҫри вырӑнне тупма пулӑшать. 

Пӗлтӗр пирӗн республикӑри тӗрлӗ вӗренӳ учрежденийӗнче пӗлӳ илекенсем ӑмӑртуран 8 наградӑпа таврӑннӑ. Кӑҫал хутшӑнакансем те тӑрӑшуллӑ. Валерия Константинова Шупашкарти строительствӑпа хула хуҫалӑхӗн техникумӗнче 2-мӗш курсра вӗренет. Суйлав тапхӑрӗнче хӑйӗн ӑсталӑхне 2 енлӗн кӑтартма унӑн 3 сехет пур. 

Валерия ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ пуҫлансанах конкурса хатӗрленме пикеннӗ. Ҫавӑнпа та тӳресен кӑмӑлне каяс шанӑҫ пур тесе шутлать. "Абилимпикса" хутшӑнакансен ӗҫӗсене инҫет мелпе сӑнаса хаклаҫҫӗ. Апатлану технологийӗн тата коммерци техникумӗ 2 компетенцире ӑсталӑхне кӑтартать кӑҫал. Повар ӗҫӗ тата карвинг.

2-мӗш курс студенчӗн тӗрлӗ ҫимӗҫрен тӗнче уҫлӑхне сӑнласа памалла пулнӑ. Арпусран ҫӗр чӑмӑрне касса кӑларнӑ, тавралла планетӑсем. Тӳресем тӗрӗс те типтерлӗн ӗҫленине, алӑсен тата ӗҫ сӗтелӗн тасалӑхне те шута илеҫҫӗ. Тӗп хулари экономикӑпа технологи колледжӗнче 2-мӗш ҫул ҫӗвӗҫе вӗренекен Тамара Исакова шкулта ачи чухнех "Абилимпикса" хутшӑнса курнӑ. Хальхи конкурсра унӑн палӑртнӑ йӗркене тӗпе хурса медицина ӗҫченӗн тумне ҫӗлемелле пулнӑ. 

Кӑҫал пирӗн республикӑри шкул ачисемпе студентсем 17 компетенцире ӑмӑртаҫҫӗ. Инҫет меслетпе пыракан тӗрӗслев авӑн уйӑхӗн 29-мӗшӗнче вӗҫленет. "Абилимпикс-2023" наци чемпионачӗн финалӗ Мускавра юпа уйӑхӗн 20-мӗшӗнче пуҫланать. Сӑмах май, пирӗн регион ку юхӑмра 7-мӗш ҫул.

 

Алиса Александрова, Святослав Петров, Виктор Степанов