Проекта Шупашкарти 64-мӗш шкулта старт пачӗҫ. Кунти кӗҫӗн класра вӗренекенсем виҫӗ уйӑх тӗрлӗ хусканусем тума хӑнӑхнӑ. Ташӑ ӑсталӑхне вӗсем виҫҫӗмӗш физкультура урокӗ вӑхӑтӗнче ӑша хываҫҫӗ. Ҫак хушӑра мӗн вӗреннине пӗрремӗш тӗрӗслевре кӑтартса пачӗҫ. Тӳресене вӗсем вальс тата ча-ча-ча ташшисемпе паллаштарчӗҫ. Ку проектӑн тӗп тӗллевӗ - ачасене тӗрлӗ енлӗн аталантарасси, спортпа туслӑ пулма, илемлӗхе курма хӑнӑхтарасси, пӗр-пӗринпе ытларах хутшӑнтарасси. Ашшӗ-амӑшӗ те ачисем шкултах хушма ӑсталӑха алла илме пултарнишӗн кӑмӑллӑ.
"Шкул лиги" проекта Чӑваш Республикин ташӑ спорчӗн федерацийӗ, Хӗрарӑмсен канашӗ тата Вӗренӳ министерстви пулӑшнипе пурнӑҫа кӗртеҫҫӗ. Ҫавӑн пекех Раҫҫей Патшалӑх Думин депутачӗ Алла Салаева асӑрхаса тӑрать. Ачасемпе ташӑ спорчӗн федерацийӗнче ятарласа вӗреннӗ физкультура учителӗсем тата хореографсем ӗҫлеҫҫӗ.
Оксана Верликова, Виктор Степанов