Раҫҫей Президенчӗн Указӗпе кӑҫал - Наукӑпа технологисен ҫулталӑкӗ

Ҫавна май Шупашкарти 202-мӗш сатикре ача-пӑча валли "Биоинженериум" интерактивлӑ наука лаптӑкне йӗркеленӗ. Хӑйне евӗр лаборатори пӗчӗккисене тӗрлӗ ӑслӑлӑха ӑнланма пулӑшать.

Ачалла ӑша хывни ӗмӗрлӗхе асра юлать. Ҫакна шута илсе воспитательсем кунта ҫӳрекенсене тӗрлӗ наукӑна вӗрентме шутланӑ. Шӑпӑрлансем ҫакна хавхаланса йышӑннӑ. Ҫамрӑк тӗпчевҫӗсем воспитательсемпе опытсем ирттереҫҫӗ. Мӗн вӗл кислород? Ӑҫтан вӑл тупӑнать? Мӗншӗн шыв сивӗре пӑрланать, вӗренӗ чух пӑсланать? Ачасемпе тӗрлӗ кӑткӑс ыйтӑва уҫӑмлатаҫҫӗ. 

 

Алена Артемкина, Елена Михайлова, Владимир Синдеев