Раҫҫей экономики пирки ытларах пӗлеҫҫӗ

Професси шайне ӳстерес тӗллевпе "Россия - мои горизонты" курспа килӗшӳллӗн Шупашкарти Никольский ячӗллӗ колледжра вӗренекенсем Дмитрий Захаров министрпа тӗл пулчӗҫ. Ведомство ертӳҫи вӗсемпе уҫӑ урок ирттерчӗ. Аса илтеретӗп, Раҫҫей Ҫут ӗҫ министерстви пӗлтӗр авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа ҫӗршыври шкулсемпе колледжсенче ятарлӑ проект пуҫарнӑ. 

Радиоактивлӑ тасамарлӑхсемпе, усӑ курнӑ топливопа ӗҫлекен специалистсен, атомлӑ электростанци тӑвакан инженерсен ӗҫӗ. Пӗр урокра студентсем ҫак профессие суйлакансен мӗнле паха енсем пулмаллине пӑхса тухрӗҫ. Наталия Капитонова пулас педагогшӑн урок питӗ усӑлла та кӑсӑклӑ иртнӗ, ҫак ене малашне те тӗпчесшӗн студент.

Министрпа ирттернӗ сехетре студентсем видеороликсем тишкерсе сӳтсе явнӑ, ушкӑнпа ӗҫлесе атом тытӑмӗн малашнехи аталанӑвӗ пирки калаҫрӗҫ. "Россия - мои горизонты" курсра 34 заняти. Кашни урокра ачасем Раҫҫей экономики пирки ытларах пӗлеҫҫӗ, тӗрлӗ профессире кирлӗ хӑнӑхусене тишкереҫҫӗ. Ҫак пӗтӗмпех каччӑсемпе хӗрсене малашнехи ҫул-йӗре суйлама пулӑшать. Урок хыҫҫӑн министр колледжри ҫӗнетнӗ кабинетсемпе мастерскойсене кӗрсе курчӗ. 6 аудитори, вӑл шутра акт залӗ те, палламалла мар улшӑннӑ. Физкультура учителӗсене хатӗрлемелли фитнес-центр, паянхи кунпа килӗшӳллӗ компьютер пӳлӗмӗсем. "Профессионалитет" программӑпа вӗренекен 350 студента аталанма пӗтӗмпех пур.

1-мӗш курсран 4-мӗшӗччен студентсем чӑваш, вырӑс чӗлхипе танах ҫине тӑрсах ют чӗлхесене вӗренеҫҫӗ. Вӗсем валли те уйрӑм пӳлӗм пӑхса хунӑ. Колледжра ӑс пухакансене сывлӑха тимлӗх уйӑрма хӑнӑхтарас тесе анатоми, гигиена кабинечӗ те тунӑ.

 

Алиса Александрова, Елена Михайлова, Вадим Владимиров