Раҫҫей ҫӗршывӗ яланах вӑрҫа хирӗҫ пулнине каларӗҫ

Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫисен кунне халалласа кашни ял-хулара тенӗ пекех тӗрлӗ ӗҫ-пуҫ иртрӗ. Ҫӗмӗрле муниципалитет тӑрӑхӗнчи Хутар ялӗнче вара тӗрлӗ вӑрҫа хутшӑннӑ ветерансем шкул ачисемпе тӗл пулчӗҫ. 

152 ҫул каялла Илья Ульянов уҫнӑ шкул хутарсемшӗн темрен те хаклӑ. Ҫитӗнекен ӑрӑва вӑл тӑван тӑрӑхпа мӑнаҫланма хистет. Авалхи ҫурт халӗ ҫӗнӗ шкул картишӗнче сумлӑ вырӑн йышӑнать. Иртнӗ ҫулсенче пӗлӳ ҫурчӗн тавралӑхӗ музей комплексне ҫаврӑннӑ тесен те юрать. Кунтан вӗренсе тухнӑ Геннадий Матвеев тата ытти мухтавлӑ ҫар ветеранӗсем тӑрӑшнипе 2019-мӗш ҫулта шкул картишӗнче ҫак "Ми - 24 В" вертолета вырнаҫтарма пултарнӑ. Ҫакӑ ахальтен мар. Хутарти вӑтам шкултан ҫар авиацийӗнче хӗсметре пулнӑ 6 ҫын тухнӑ. Хутар шкулӗнче паян 10 ялти 103 ача вӗренет. Вӗсемпе иртнӗ тӗлпулура Афган вӑрҫин ветеранӗсемпе ытти ҫар пӗрлешӗвӗн хастарӗсем патриотла калаҫу ирттерчӗҫ. Тӗнчери тавлашуллӑ лару-тӑрӑва шута илсе Раҫҫей ҫӗршывӗ яланах вӑрҫа хирӗҫ пулнине каларӗҫ. Шкул ачисене сывлӑхлӑ пулса лайӑх вӗренме сунчӗҫ.

Алексей Енейкин, Святослав Петров