Ӗҫ кунӗ вӗҫленнӗ пулин те вӗренӳ лабораторийӗнче шавлӑ. Ҫамрӑк кондитерсем аслӑ юлташӗсемпе пӗрле пӗремӗк пӗҫереҫҫӗ. Кашни утӑмне тимлӗн те тӗплӗн тӑваҫҫӗ. Тӗрлӗ хурӑма ҫаврӑннӑ чустана патнуссемпе вӑхӑтлӑха кӑмакана лартаҫҫӗ. Унтан кӑмӑлӗсене ирӗке ярса кашни хӑйне килӗшнӗ пек илемлетет. Юнашар тӗпелте те гимназистсем ӑшталанаҫҫӗ. Кунта пысӑк опытлӑ ӑстасем сыр пӗҫерме вӗрентеҫҫӗ. Гимназистсем вӗсем ӑнлантарнине пӗтӗмпех ӑша хываҫҫӗ. Тӑрӑшнин усси куҫкӗрет. Ачасем сӗтрен ҫак юр-варӑн темиҫе тӗсне тума хӑнӑхса та ҫитнӗ. Вӗрентекенӗсем те ҫамрӑксем кӑсӑклансах ӗҫленипе кӑмӑллӑ.
144 сехетпе танлашакан теорипе практика программине алла илнӗ хыҫҫӑн каччӑсемпе хӗрсем тӗпелте хӑйсем тӗллӗнех ӗҫе пикенме пултараҫҫӗ. Халиччен вӗреннипе ҫамрӑк кулинарсемпе сыр пӗҫерекенсем куравра регион ертӳҫине паллаштарчӗҫ. Олег Николаев палӑртнӑ тӑрӑх, аслӑ классенчех професси илни тавракурӑма анлӑлатма, малашнехи ҫул-йӗре палӑртма пулӑшать. Кирек епле пӗлӗве те опытпа ҫирӗплетни паха.
Ку вӑл "Аттестатченех професси илесси" программӑн 2-мӗш юхӑмӗ. 2023-мӗш ҫулта 5 пекарь, 11 сыр пӗҫерекен, 8 кондитер вӗренсе тухнӑ. 5-мӗш гимназипе Аграри университечӗн пӗрлехи проекчӗ ҫирӗпленсех пырать.
Ҫитӗнекен ӑрӑва малашне ял хуҫалӑхӗнчи профессисене вӑтам класранах алла илме пулӑшасшӑн. Курс вӗҫленсен вара - ӗҫлесе пӑхма.
Алиса Александрова, Лидия Галактионова, Вадим Владимиров, Андрей Шоклев