Пуласлӑха ҫул уҫма пулӑшакан тупӑшу

Чӑваш Енре "Ҫамрӑк профессионалсем" чемпионатӑн регионти тапхӑрӗ вӗҫленсе пырать.

Пирӗн республика унта 9-мӗш хут хутшӑнать. Кӑҫал 400 ҫамрӑк хӑйне тӗрӗслеме кӑмӑл тунӑ. Конкурс лаптӑкӗсем - профессиллӗ пӗлӳ паракан вӗренӳ учрежденийӗсенче. Ҫак ӑмӑртӑва аталантарасси пирки Апатлану технологийӗпе коммерци техникумӗнче калаҫрӗҫ. 

 

Алена Артемкина, Вадим Владимиров