Ҫур ҫул каялла кӑна-ха ҫак ҫамрӑксем ҫӗршыври чаплӑ театр институтне кӗрессишӗн темиҫе тӗрӗслев витӗр тухрӗҫ, йышӑну комиссийӗн алӑкӗ умӗнче хумханса тӑчӗҫ. Паян вӗсем, пултаруллӑ чӑваш ывӑл-хӗрӗ хушшинче суйласа илнисем - тӗп хулари профессорсем патӗнче экзамен тытнӑ студентсем. Сесси вӑхӑтӗнче институтра вӗсемшӗн хамӑр театртан ятарласа уйӑрнӑ куратор, Наталия Сергеева Чӑваш халӑх артисчӗ те пулнӑ, ушкӑнри 36 ҫамрӑк хушшинче пирӗннисем малта пулнишӗн савӑннӑ.
Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнчи аслӑ ӑру студентсене ӑшпиллӗн, килтилле тарават кӗтсе илчӗ. Театрӑн пуҫлӑхӗ Елена Николаева кашнинпе уйрӑммӑн паллаштарнӑ хыҫҫӑн ҫамрӑксене асӑнмалӑх парне пачӗ: инҫетре тӑван театр ӑшши тӗрев парса тӑтӑр. Тӗлпулӑва килнӗ пулас артистсем Йӗпреҫ, Тӑвай, Шупашкар тӑрӑхӗсенче ҫуралса ӳснӗ, Ҫӗнӗ Шупашкар хӗрӗн янӑравлӑ ятне илтсен вара пурте хаваслӑн шавласа кайрӗҫ: тӑватӑ ҫултан чӑваш сцени ҫине тепӗр Нина Яковлева тухма хатӗрленет иккен.
Ӗнерхи шкул ачисене тӑван енрен инҫетре ют хулана хӑнӑхма ансат пулман, паллах. Ҫывӑх ҫынсемшӗн, килшӗн тунсӑхлатӑн. Анчах ҫутӑ ӗмӗт, артист пулас килни мӗнпур йывӑрлӑха ҫӗнтерме пулӑшать. Елена Михайлова Мускава Шупашкарти музыка училищинчен вӗренсе тухсан кайнӑ. Пикен кӑмӑлӗ ҫирӗппи палӑрать.
Тӗлпулӑва килнӗ хӗрсемпе каччӑсем Чӑваш академи драма театрӗ кӑнтӑрла кӑтартнӑ "Нарспи" спектакле курма тӳр килнишӗн питӗ савӑнчӗҫ. Тен, хӑйсене тӗп рольсене вылякан артистсем вырӑнне те лартса пӑхрӗҫ пуль.
Республика Пуҫлӑхӗн хушӑвӗпе пулас артистсене стипенди тӳлеҫҫӗ, килсе кайма билет туянса параҫҫӗ, вӗреннӗ чухне кирлӗ тум-йумпа тивӗҫтереҫҫӗ. Пурӑнмалли вырӑн пирки те пӑшӑрханма кирлӗ мар.
Театр кӑҫал Мускаври Щукин ячӗллӗ театр институтне тепӗр ултӑ пултаруллӑ чӑваш ҫамрӑкне вӗренме кӗртесшӗн. Вӗсен шкулта вырӑс литературипе экзамен тытмалла. Артист пулас кӑмӑл пысӑк пулсан, яшсемпе хӗрсен Чӑваш академи драма театрне каймалла.
Марина Карягина, Святослав Петров