Пирӗн республикӑри студентсем пӗрремӗш хут "Спорт каҫӗ" фестивале хутшӑнчӗҫ

Ҫамрӑксем "Олимпийский" стадионта пуҫтарӑнса конькипе ярӑнчӗҫ.

Маларах "Спорт каҫне" кӑрлач уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Студент кунӗнче, ирттерме палӑртнӑ пулнӑ. Анчах та ун чухне ҫанталӑк ӑшӑтса янӑран, уява нарӑс пуҫламӑшне куҫарма тивнӗ. Акцие 5 вӗренӳ учреждени ушкӑнӗ хутшӑнчӗ. Студентсем конькипе чупса эстафетӑра тупӑшрӗҫ. Кун пек чухне туслӑх ҫӗнтерни те ҫителӗклӗ, ҫапах та чи тӑрӑшуллӑ ушкӑнсене уйрӑм палӑртрӗҫ. 

 

Владимир Тимофеев, Диана Иванова, Михаил Солин