Пирӗн ентеш «Ҫулталӑк учителӗ» конкурс лауреачӗсен йышӗнче

Мускав облаҫӗнче "Ҫулталӑк учителӗ" конкурс финалӗ пуҫланчӗ. Чӑваш Республикин чысне унта Куславкка тӑрӑхӗнчи вӗрентекен Алевтина Алексеева хӳтӗлет. Професси ӑсталӑхӗн ӑмӑртӑвӗн пӗрремӗш турӗ конкурсӑн иртнӗ ҫулхи ҫӗнтерӳҫи пурӑнакан хулара - Питӗрте иртнӗ.

Финала тухассишӗн 89 педагог тупӑшнӑ. Вӗсен урок ирттермелле тата тӳресен ыйтӑвӗсене хуравламалла пулнӑ. Алевтина Алексеева конкурса тӗплӗн, тӑрӑшса хатӗрленни куҫкӗрет. 5-мӗш класс ачисемпе вӑл "Биологири тӗпчев меслечӗсем" темӑна тишкерсе тухрӗ. Ачасемпе ушкӑнпа та, кашни хӑй тӗллӗн те ӗҫлерӗ. Опытсем туни, урока вӑйӑ евӗр йӗркелени ӑна пуянрах тума пулӑшрӗ. - Урок пуҫламӑшӗнче пӑлхантӑм, паллах, кайран ачасем кӑсӑкланса ӗҫленине кура савӑнӑҫ туйӑмӗ ҫуралчӗ, - тет Алевтина Алексеева. Сӑмах май, унпа эпир ҫула тухас умӗн тӗл пулнӑччӗ. Вӑл хӑйӗн ӗҫӗ пирки хавхаланса калаҫрӗ.

Алевтина Александровна ӑсталӑхне тӳресем пысӑк хак пачӗҫ. Пирӗн ентеш лауреатсен йышне кӗчӗ. Конкурс лауреачӗсене Борис Эйфман ташӑ академийӗн театрӗн сцени ҫинче чысларӗҫ. Финала 20 вӗрентекен тухрӗ. Вӗсен халӗ хӑйсене Мускав облаҫӗнче иртекен тупӑшура кӑтартмалла. Виҫӗ тӗрӗслев ӗҫӗ хатӗрленӗ вӗсене валли: "Мастер-класс", "Блиц-турнир" тата "Вӗренӳ форсажӗ". Ҫулталӑк учителӗн ятне юпа уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Кремльте пулакан уяв концертӗнче пӗлтерӗҫ. 

Екатерина Фомина