Ҫӗнелнӗ ҫуртра ытларах шурӑ тӗспе усӑ курнӑ. Ку, паллах, ӑнсӑртран мар - больницӑна аса илтерет. Ҫапла студентсем вӗреннӗ вӑхӑтрах ӗҫри лару-тӑрӑва хӑнӑхса пыраҫҫӗ. Коридорта медицина факультечӗн паллӑ ҫыннисем - тухтӑрсемпе вӗрентекенсен портречӗсем ҫакӑнса тӑраҫҫӑ. Кашни сӑн ӳкерчӗк ҫине кьюаркод вырнаҫтарнӑ. Телефонпа ун тӑрӑх куҫса биографипе тӗплӗнрех паллашма, факультет историне тӗпчеме пулать. Тӗрлӗ кабинетпа лекци залӗсем те ҫӗнелнӗ. Кунта сӗтел-пукана кӑна мар, оборудование те улӑштарнӑ. Ҫак стимулятор студентсене вӗренме пулӑшать. Вӑл чӗрӗ ҫын пекех сывлать, куҫне мӑчлаттарать, йынӑшса та илет. Мӗн пур кӑтарту вара экран ҫине тухать. Тӗп юсав вӑхӑтӗнче лаптӑкпа тухӑҫлӑхрах усӑ курма тӑрӑшнӑ, ҫапла майпа ҫӗнӗ лабораторисем те уҫма май тупӑннӑ.
Сӑмах май, факультета ҫӗнетес ӗҫе студентсем те хастар хутшӑннӑ. Проекта хатӗрленӗ чухне те вӗсен шухӑш-кӑмӑлне шута илнӗ. Студентсене ҫӗнелнӗ ҫурт питӗ килӗшнӗ. Аслӑ курссем вӗренсе пӗтерсен кунтан каяс та килмет, теҫҫӗ. Юсав хыҫҫӑн пӗлӳ корпусӗ уҫӑлни студент кунӗ тӗлне хӑйнеевӗр парне пулчӗ. Паян медицина факультетӗнче 6 пине яхӑн ҫамрӑк вӗренет.
Надежда Александрова, Дарья Петрова, Михаил Солин