Пӗрремӗш хут Чӑваш Енре филологсен форумӗ иртрӗ

Ӑна республикӑри вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентекенсен ассоциацийӗн пуҫарӑвӗпе йӗркеленӗ. 

Пӗлтерӗшлӗ форума хамӑр республикӑран тата ҫӗршыври тӗрлӗ тӑрӑхран 200 ытла ҫын пухӑннӑ. Вырӑс чӗлхи хальхи пурнӑҫра мӗнле вырӑн йышӑнать? Ҫак предмета вӗрентес ӗҫре мӗнле ҫӗнӗлӗхсем пур? Учительсен сумне мӗнле ӳстермелле? Ҫакӑ тата ытти ҫивӗч ыйтӑва сӳтсе яврӗҫ пуҫтарӑннисем. Раҫҫейри филологсен ассоциацийӗ кӑҫалхи ҫулталӑка вырӑс классикине халалланӑ. Ҫавӑнпа та ӗнтӗ форума вырӑс драма театрӗнче ирттерме йышӑннӑ. Конференци вӑхӑтӗнче артистсем пуҫтарӑннисене тӗрлӗ спектакльти сыпӑксемпе савӑнтарчӗҫ. Ҫапла вӗрентекенсем сцена ӑсталӑхӗпе те киленме пултарчӗҫ. 

Елена Дмитриева, Михаил Солин, Игорь Ульянов