Пӗри - кӑҫал, тепӗр иккӗшӗ ҫитес ҫул хута каймалла

Чӑваш Енре ялсене аталантармалли федераци программипе килӗшӳллӗн 3 шкул хӑпартаҫҫӗ. Сӗнтӗрвӑрри хулинче тата Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнчи Чурачӑк ялӗнчи ӗҫсемпе вице-премьер - Ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов вырӑна ҫитсе паллашрӗ. 

Сӗнтӗрвӑрринчи Коновалово микрорайонти шкула пӗлтӗр ҫуркунне тума пуҫланӑ. Вӑл 3 хутлӑ пулӗ, 375 ачана йышӑнма пултарӗ. Пӗлӳ ҫуртне ҫӗклеме 300 миллион ытла тенкӗ уйӑрнӑ. Хальхи вӑхӑтра объект 60 процент хатӗр. Шкула тӑрӑ айне лартнӑ, строительсем шалти тата тулти ӗҫсене пурнӑҫлассипе тӑрӑшаҫҫӗ. Сергей Артамонов шкул коллективӗпе, ашшӗ-амӑшӗпе, подряд организацийӗн ертӳҫипе тӗл пулчӗ. Ӗҫсем графикпе килӗшӳллӗн кал-кал пыраҫҫӗ. Строительсем шкулпа харӑсах юнашар стадион та тӑваҫҫӗ. Хальхи вӑхатра унта чупмалли ҫулсене сараҫҫӗ. 

Шкулпа ача сачӗ пулсан ял пӗтмест, теҫҫӗ халӑхра. Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнчи Чурачӑкра пурӑнакансем те ҫӗнӗ пӗлӳ ҫурчӗ тӑвасса чылай ҫул кӗтеҫҫӗ. Тинех вӗсен ӗмӗтленни пурнӑҫа кӗме пуҫланӑ. Ҫитес ҫул ку тӑрӑхра пурӑнакан 375 ача ҫӗнӗ шкулта вӗренме тытӑнӗ. Ӗҫе нумай пулмасть - кӑҫалхи пуш уйӑхӗнче пикеннӗ. Хальлӗхе строительсем кран вырнаҫтарнӑ, техника илсе килнӗ, сӑвайсене ҫапса лартнӑ. Килӗшӳ тӑрӑх объекта 2024-мӗш ҫулхи утӑ уйӑхӗнче туса пӗтермелле. 

Оксана Верликова, Виктор Степанов