Пӗр-пӗрин урокне итлеме, видеоконференцисем йӗркелеме пултараҫҫӗ

Шупашкарти мӗн пур шкула пӗр тытӑмпа ҫыхӑнтарнӑ. Ку мӗне пӗлтернине тата вӑл еплерех ӗҫленине 40-мӗш шкулта ӑнлантарса пачӗҫ. Кунти 10-мӗш класра уҫӑ урок иртрӗ.

7 ҫул каялла Шупашкарта "Сетевой город. Образование" тытӑм ӗҫлеме пуҫланӑ. Ҫакӑ хут документсенчен электронлисем ҫине куҫмалли пирвайхи утӑмсенчен пӗри пулнӑ. Каярах пӗрремӗш класа каякансен списокне те ун урлӑ йӗркеленӗ. Пӗлтӗр пуш уйӑхӗнче коронавирус алхасма пуҫланине кура, шкул ачисене инҫет мелпе вӗрентме тивни те пӗрлехи тытӑм тума хистенӗ. 

 


Алиса Александрова, Вадим Владимиров