Ӗмӗрне кунта ӗҫлесе ирттернӗ Галина Майкова куляннине пытармасть. 15 ҫул вӑл Ҫӗнӗ Выҫли шкулӗн директорӗ пулнӑ, унччен маларах учительте тӑрӑшнӑ. Пуҫлӑхсем 2007-мӗш ҫултанпах ҫак пӗлӳ ҫуртне хупасси пирки сӑмах хускатнӑ. Вӗрентекенсем, шкул ачисен ашшӗ-амӑшӗ, пӗтӗм ял-йыш ҫакна пурнӑҫа кӗртес мар тесе тӑрӑшнӑ - ҫурта шалтан та, тултан та юсаса тирпейленӗ, ҫав шутра хӑйсен укҫипе те. 1977-мӗш ҫулта туса лартнӑ ҫурт халӗ те тӗреклӗ. Шкула хупнӑ чухне кунта ялти 100 ытла ача пӗлӳ илнӗ. Пластик чӳречеллӗ кирпӗч ҫурта нумай пулмасть вара пӑрусене куҫарнӑ.
Ирина Николаева, Димитрий Макаров