Пӗлӳ те параҫҫӗ, ӗҫе вырнаҫма та пулӑшаҫҫӗ

Ҫӗнӗ Шупашкарти химипе механика техникумӗнче професси хатӗрлевӗн центрӗ уҫӑлчӗ. Ӑна "Вӗренӳ" наци проекчӗпе килӗшӳллӗн йӗркеленӗ.

Центрта пурне те хапӑл туса кӗтеҫҫӗ. Ҫамрӑксене те, пенси ҫулне ҫывхаракансене те. Кӑҫал кунта 4 пин ытла ҫынна пӗлӳ пама палӑртнӑ. Вӗренӳ программисене Ворлдскилс йӗркине пӑхӑнса, паянхи кун ытларах хӑш професси специалисчӗсем кирлине шута илсе хатӗрленӗ. Центр республикӑри предприятисемпе тачӑ ҫыхӑну тытать. Хальлӗхе вунпӗрӗшпе килӗшӳ тунӑ. Центра хута яма федераци бюджетӗнчен 20 миллион, республика хыснинчен 200 пин тенкӗ уйӑрнӑ. Мӗн кирлипе йӑлтах тивӗҫтернӗ, мультимеди, тӗл пулусем, лекцисем вуламалли пӳлӗмсем йӗркеленӗ. Раҫҫей Президенчӗн Указӗпе 2024 -мӗш ҫул тӗлне ҫӗршывра ҫакнашкал 100 центр уҫмалла. Ҫӗнӗ Шупашкарти шучӗпе 38-мӗш пулчӗ, республикӑра вара пӗрремӗш. 

 

Екатерина Фомина, Анна Давыдова, Игорь Ульянов