Пӗчӗклех ҫӗр ӗҫне хӑнӑхаҫҫӗ

Етӗрне тӑрӑхӗнчи ҫӗр ӗҫченӗсем ял хуҫалӑх ҫулталӑкне пӗтӗмлетрӗҫ. Унччен маларах хӑнасем хулари 3-мӗш шкулта йӗркеленӗ агрокласа ҫитсе курчӗҫ. Ҫак аталану лапамӗсем пӗчӗклех ҫӗр ӗҫне хӑнӑхма май параҫҫӗ.

Аграри класне "Апат-ҫимӗҫ хӑрушсӑрлӑхӗн технологи тивӗҫтерӗвӗ" наци проекчӗпе килӗшӳллӗн йӗркеленӗ. Уроксенче ачасем ял хуҫалӑхӗнчи тӗрлӗ тапхӑрти ӗҫсемпе, вӑл шутра ӳсен-тӑран тӗнчипе ҫывӑхрах паллашаҫҫӗ. Сӑмахран, 7-мӗш классем микроскоппа клеткӑсене тӗпчерӗҫ. Агротехнологи класӗнче биологи, хими тата физика предмечӗсене тарӑнрах вӗрентеҫҫӗ. Пӗлӳ парассинче хальхи йышши хатӗрсем пулӑшаҫҫӗ. Вӗсене 5 миллион тенкӗлӗх туяннӑ.

Агрокласра теорине кӑна мар, практикӑна та пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Вӗренекенсем тӗрлӗ хуҫалӑха тата  апат-ҫимӗҫ тирпейлекен предприятисене ҫитсе кураҫҫӗ. Республикӑра ку енӗпе 2017-мӗш ҫултах ӗҫлеме пуҫланӑ. Кӑҫал Чӑваш Енре пурӗ 7 агрокласс уҫӑлмалла. Паянхи куна вӗсенчен 4-шӗ хута кайнӑ ӗнтӗ. Ҫитес ҫул тата тепӗр 6 ятарлӑ класс йӗркелемелле.

Етӗрнери культура ҫуртӗнче вара ял хуҫалӑхӗнче тата тирпейлекен промышленноҫра тӑрӑшакансен уявӗ иртрӗ. Андрей Макушев министр ҫитӗнӳсем тунӑ хуҫалӑхсене, уйрӑм ӗҫченсене чысларӗ. Валерий Григорьев фермер хуҫалӑхӗнче тӑрӑшакан Владимир Андреев "2025-мӗш ҫулхи чи лайӑх комбайнер" ята тивӗҫрӗ. Тӗрлӗ техникӑпа вӑл 1989-мӗш ҫултанпа ӗҫлет. Уявра чи нумай тырӑ, пахча-ҫимӗҫ, сӗт-ҫу тата аш-какай туса илекен хуҫалӑхсене палӑртрӗҫ. Вырӑнти тата Шупашкарти артистсем концерт парнелерӗҫ.

Диана Иванова, Вадим Владимиров