Паянхи куна республикӑри учительсен 70 проценчӗ коронавирусран прививка тунӑ

Пӗлӳ учрежденисенче медицина бригадисем ӗҫлеҫҫӗ. Хальхинче вӗсем Кӳкеҫри лицейра пулчӗҫ. 

Кӳкеҫри лицейра санитари йӗркине ҫирӗп пӑхӑнасси - тӗп вырӑнта. Усал вируса сарӑлма памалла мар. Вӗренӳ учрежденине кӗрсенех ачасем аллисене дезинфекцилеҫҫӗ. Ятарлӑ хатӗр ҫав вӑхӑтра вӗренекенӗн ӳт температурине виҫет. Унсӑр пуҫне вӑл вӗсен сӑнӗсене ӳкерсе илет. Хӑнасене кунта куар-код пур пулсан кӑна кӗртеҫҫӗ. Лицейри лару-тӑрупа паллашма Вӗренӳ министрӗн ҫумӗ Алексей Лукшин ҫитрӗ. Кунти 79 учительтен 54-ше коронавирусран прививка тунӑ.

Алена Артемкина, Михаил Солин