Паян Вӗренӳ министрӗ Алла Салаева хутшӑннипе инҫет мелӗпе ашшӗ-амӑшӗн пухӑвӗ иртет

Унта пӗлтӗрхи вӗренӳ ҫулне пӗтӗмлетеҫҫӗ, кӑҫалхи тӗллевсене палӑртаҫҫӗ. Пухӑва Чӑваш патшалӑх телерадиокомпанин Ютуб каналӗнче пӑхма пулать.

18 сехетре пуҫланать. Республикӑри 416 пин ҫамрӑкшӑн вӗренӳ ҫулӗ пуҫланчӗ. Вӑл шутра 16 пин ытла ача пӗрремӗш хут парта хушшине ларчӗ. 

Шурӑ бантсем, чечек ҫыххисем, пит ҫинче вара пурин те йӑл кулӑ. Ҫакӑн пек илемлӗ ӳкерчӗкпе асра юлӗ Пӗлӳ кунӗ тӗп хулари 60-мӗш шкулта вӗренекенсен. Пандемие пула савӑнӑҫлӑ линейкӑна пӗрремӗшпе аслӑ классем кӑна пухӑнчӗҫ. Уяв шкул картишӗнче иртнӗрен савӑнӑҫа ачисемпе пӗрле ашшӗ-амӑшӗ те пайлама пултарчӗ. 60-мӗш шкулта пӗрремӗш хут партта хушшине 130 ача ларчӗ. Вӗсене 4 класа пайланӑ. Пӗлӳ кунӗ савӑнӑҫлӑ лару-тӑру 5-мӗш гимназире те иртрӗ. Пухӑннисене Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев саламларӗ. 

 

Леонид Петров, Святослав Петров