Паян Раҫҫейре вӑтам професси пӗлӗвӗ паракан вӗренӳ тытӑмӗн кунне паллӑ тӑваҫҫӗ

Республикӑра хальхи вӑхӑтра 18 колледжпа техникум ӗҫлет. Пурӗ вӗсенче 35 пине яхӑн вӗренекен пӗлӳ илет. Ҫак учрежденисем мӗнле аталанаҫҫӗ? Вӗсенче ҫамрӑксем валли мӗнле майсем йӗркеленӗ? Кун пирки Оксана Верликова корреспондента Вӗренӳ министрӗн ҫумӗ Александр Кириллов каласа кӑтартрӗ. 

Ҫамрӑксем валли пур енлӗн аталанма майсем йӗркелес тӗллевпе 2022-мӗш ҫултанпа Чӑваш Енре "Профессионалитет" проект пурнӑҫа кӗрет. Ҫак вӑхӑтра энергетика, машиностроени, педагогика, медицина тата ытти енпе кластерсем йӗркеленӗ. Ҫакӑ ҫамрӑксене пулас профессипе туллин те курӑмлӑн паллашма пулӑшать. 

Ҫак проектпах авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Шупашкарти транспортпа строительство технологийӗн техникумӗнче республикӑри 10-мӗш вӗренӳпе производство центрне хута ячӗҫ. Вӑл транспорт ӗҫӗ-хӗлӗпе ҫыхӑннӑ. Халӗ Чӑваш Енри 4 вӗренӳ учрежденийӗнче ӑс пухакан 500 ытла студент пулас профессипе ҫыхӑннӑ оборудованипе ӑсталӑхне ӳстерет. Ку енӗпе техникумсемпе предприятисем тачӑ ҫыхӑнура ӗҫлеҫҫӗ. 

Иртнӗ вӗренӳ ҫулӗнче "Профессионалитет" проектпа килӗшӳллӗн пин ҫурӑ ытла студент пӗлӳ илнӗ. Вӗсенчен 80 проценчӗ хӑйсен специальноҫӗпе ӗҫе вырнаҫнӑ. Регионта техникумсемпе колледжсене ҫӗнетес ыйтӑва та тимлӗхре тытаҫҫӗ. 

Ку енӗпе ӗҫсене ҫитес ҫулсенче малалла тӑсма палӑртаҫҫӗ. 2027-мӗшӗнче юсав вӑтам професси пӗлӗвӗ паракан икӗ учреждение пырса тивет пулсан, 2028-мӗш ҫулта тепӗр 4 техникумпа колледжа ҫӗнетӗҫ. 

Колледжсемпе техникумсенче пӗлӳ илекенсем ҫулсерен вӗренӳре, спорта, наукӑпа пултарулӑхра пысӑк ҫитӗнӳсем тӑваҫҫӗ. Республика чысне регион, ҫӗршыв тата тӗнче шайӗнчи конкурссемпе ӑмӑртусенче хӳтӗлеҫҫӗ. 

Оксана Верликова, Святослав Петров