Паян - Пӗтӗм тӗнчери вӗрентекен кунӗ

Профессие чунтан парӑннӑ, ачасене юратса ӗҫлекен педагогсен йышӗнче Республика Пуҫлӑхӗн пӗрремӗш вӗрентекенӗ Лидия Власова.

Лидия Власова 44-мӗш ҫул кӗҫӗн классене вӗрентет. Мӗн ачаран вулама юратнӑскер шкул пӗтерсен Канашри педагогика училищине ҫул тынӑ. Унта 4 ҫул пӗлӳ пухнӑ. Диплом алла илсен ҫамрӑк специалиста Хӗрлӗ Чутай тӑрӑхӗнчи вӑтам шкула ӗҫлеме янӑ. Паян Лидия Васильевна Шупашкарти 48-мӗш шкулӑн иккӗмӗш корпусӗ шутланакан Чаканарти пӗлӳ ҫуртӗнче тӑрӑшать. Пурнӑҫ таппинчен юлмасть. Вӗренӳре ҫӗнӗ технологисемпе тата программӑсемпе усӑ курать, уроксене кӑсӑклӑ ирттерме тӑрӑшать. Ӗмӗрне ачасемпе ҫыхӑнтарнӑшӑн пӗрре те ӳкӗнмест. 

Елена Дмитриева, Виктор Степанов