Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем тӗплӗ юсав пыракан вӗренӳ учрежденисене тӗрӗслерӗҫ

Кӑҫал тата ҫитес ҫул республикӑра 31 шкула тӗпрен юсама палӑртнӑ. Ҫак тӗллевпе федераци хыснинчен 2 миллиард тенкӗ ытла уйӑрӗҫ. Чӑваш Енри хӑшпӗр пӗлӳ ҫуртӗнче халӗ те ӗҫ вӗрет. Ҫӗнӗ Шупашкарти тата Шупашкарти 3 вӗренӳ учрежденийӗнче юсав еплерех пынипе Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем паллашрӗҫ. 

Ҫӗнӗ Шупашкарти 9-мӗш вӑтам шкулта 850 ача ӑс пухать. Авӑн уйӑхӗн пӗрремӗшӗнче вӗсем юнашар вӗренӳ учрежденийӗсене кайӗҫ. Кунта ҫӗртме уйӑхӗнчен строительство пырать. Подрядчик графикпе тан ӗлкӗрсе пырать. Палӑртнӑ ӗҫсене пурне те вӑхӑтра тӑвать - хальлӗхе плана 30 процент пурнӑҫланӑ. Шкула ҫӗнетме пурӗ 146 миллион тенкӗ пӑхса хунӑ. Объекта ҫитес ҫулхи пуш уйӑхӗнче хута ямалла. 

Тӗп хулари 4-мӗш лицейра ӑс пухакансен пӗрремӗш чӗрӗке пуҫламӑш классем валли пӑхса хунӑ ҫуртра 2 сменӑпа вӗренме тивӗ. Юпа уйӑхӗнче вара ҫӗнелнӗ шкул хӑйӗн алӑкне уҫасса шанаҫҫӗ. Кунта ӗҫсен 80 ытла процентне пурнӑҫланӑ. 

Депутатсем пӑхнӑ 3 объектран пӗринчи — Шупашкарти 7-мӗш шкулти лару-тӑру шухӑшлаттарать. Кунта демонтаж ӗҫӗсемсӗр пуҫне нимӗн те туман. Ҫӗртме уйӑхӗнчен пуҫласа паянччен тӗп хулари шкулта 6-10 рабочи ҫеҫ ӗҫленӗ. Ҫавӑнпа та палӑртнин 10 проценте кӑна пурнӑҫланӑ. Объекта ҫитес ҫулхи пуш уйӑхӗнче вӗҫлеме планлаҫҫӗ. Ӗҫсем вара графикрен 2 уйӑх ытла юлса пыраҫҫӗ. 

Надежда Александрова, Виктор Степанов