Чӑвашсен пӗрремӗш епископӗ Герман тата мухтавлӑ ӳнерҫи Алексей Кокель ҫуралса ӳснӗ Турхан ялӗ ентешӗсен ырӑ ятне чыслӑн упрать. Хальхи самана уттинчен юлмасӑр ытти ялсене тӗслӗх кӑтартать. Кунта пуян историллӗ шкул ҫеҫ мар, культура ҫурчӗ, вулавӑш, ӳнер галерейисем ӗҫлеҫҫӗ, чиркӳ пур. Пуррине упраса малалла аталантарса пырассинче турхансем ырми-канми вӑй хураҫҫӗ. Ял сумне халӑхсен туслӑхне ҫирӗплетекен Коколь ячӗллӗ плэнер та самай ӳстерчӗ. Аслӑ ӳнерҫе халалланӑ музей та хӑнасене яланах тарават. Алексей Афанасьевича хисеп тунипе пӗрлех ял халӑхне ку таранччен пӗлӳ панӑ вӗрентекенсен ячӗпе те ялта палӑк уҫрӗҫ. Вӗрентекенсене пуҫтайса турхансем палӑк умне чечексем хучӗҫ, асра юлмалӑх юнашар чӑрӑш лартрӗҫ.
Паян Турхан шкулне таврари 9 ялта пурӑнакан 116 ача ҫӳрет. Кунта вӗсене автобуспа турттараҫҫӗ. Ӗлӗк-авал вара ача нумай пулнӑран пӗлӳ ҫуртӗнче учительсем те ҫителӗксӗр пулнӑ. Вӑл вӑхӑтра яла Илья Ульяновпа Иван Яковлев та килсе ҫӳренӗ. Вӗсем тӑрӑшнипе Турхан ачисене ӑс пама Чӗмпӗр чӑваш шкулӗнче пӗлӳ илнӗ вӗрентекенсене янӑ. Халӗ вара шкулта мӗн кирли ытлашшипех пур темелле. Кунтан вӗренсе тухнисем паянхи ачасемшӗн савӑнса хӑйсен ҫамрӑклӑхне, ялтан тухнӑ мухтавлӑ ентешӗсене аса илеҫҫӗ.
Шкулта паян 19 учитель ӗҫлет. Вӗсенчен иккӗшӗ Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ, 7-шӗ - вӗрентӳ отличникӗ. Уявра вӗсемпе пӗрлех ветерансене чысларӗҫ. Турхан шкулӗн тӗрлӗ вӑхӑтри мухтавлӑ вӗренекенӗсем тӑван ялне савса сӑвӑсемпе юрӑсем шӑрантарчӗҫ, ырӑ та ҫутӑ пуласлӑх сунчӗҫ. Сӑмах май, ҫитес ҫул Турхан шкулне "Вӗренӳ" наци проекчӗпе килӗшӳллӗн юсаса ҫӗнетме плана кӗртнӗ.
Алексей Енейкин, Бахтияр Велиев