Палӑртнӑ вӑхӑтра хута ярасах теҫҫӗ

Концесси килӗшӗвӗ тӑрӑх республикӑра виҫӗ шкул ҫӗкленет - тӗп хулари "Хӗвеллӗ" микрорайонта, Ҫӗнӗ Шупашкарта тата Кӳкеҫре. Вӗсене тума федераци хыснинчен укҫа уйӑрнӑ.

Подрядчиксен пӗлӳ ҫурчӗсене кӑҫалхи ҫулталӑк вӗҫленнӗ тӗле хута ямалла. Анчах хальлӗхе вӗсем графикрен юлса пыраҫҫӗ. Ӗҫ мӗнле пынине Чӑваш Республикин Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи полномочиллӗ представителӗ, Министрсен Кабинечӗн ертӳҫин ҫумӗ Алексей Ладыков тӗпчерӗ. Лару-тӑрӑва ҫавӑн пекех строительство министрӗ Михаил Коледа, Вӗренӳ министерствин тата "РосКапСтрой" федераци учрежденийӗн представителӗсем хак пачӗҫ. 

Шупашкарти "Хӗвеллӗ" микрорайонта шкул никӗсне пӗлтӗр ҫуркунне хывнӑ. Пин те 400 ача валли пулать вӑл. Пӗлӳ ҫуртне вӑхӑтра хута ярас тесе строительсен хытӑ тӑрӑшма тивет. Хальлӗхе мӗн пур ӗҫӗн 25 процентне кӑна тунӑ. Графикрен юлса пынине подрядчик проекта хатӗрлес ӗҫ уксахланипе сӑлтавлать. Ҫавна май виҫӗ сменӑпа ӗҫлеме, хушма кран вырнаҫтарма йышӑнтӑмӑр, -каласа кӑтартать строительство организацийӗн ертӳҫи. 

Концесси килӗшӗвӗпе тепӗр шкул Ҫӗнӗ Шупашкарти Интернационалист салтаксен урамӗнче ҫӗкленет. Проектпа ҫыхӑннӑ кӑткӑслӑх кунта та пур. Ҫапах подряд организацийӗ пӗлӳ ҫуртне вӑхӑтрах хута ярас тӗллевлӗ. 200 ҫын ытла ӗҫлет кунта. Пӗрисем ҫурт тӑррине витеҫҫӗ, теприсем кирпӗч хураҫҫӗ, стенасене якатаҫҫӗ. 

Ҫӗнӗ шкул пин те 100 ачана йышӑнма пултарӗ. Вӗсене тарӑн пӗлӳ пама, тӗрлӗ енчен аталантарма пӗтӗм май пулӗ кунта. 

Хальхи вӑхӑт ыйтнине тивӗҫтерекен шкул уҫӑласса Кӳкеҫре пурӑнакансем те кӗтеҫҫӗ. 825 вырӑнлӑ пӗлӳ ҫуртне ҫӗнӗ микрорайонта пӗлтӗрхи пуш уйӑхӗнче тума тытӑннӑ. - Графикпе килӗшӳллӗн ӗлкӗрсе пыратпӑр, укҫа-тенкӗ ҫитменни кӑна йывӑрлӑх кӑларса тӑратать, - тет строительство компанийӗн ертӳҫи Валерий Борисов. 

Чӑваш Ен Правительстви концесси килӗшӗвне 2022-мӗш ҫулхи кӗркунне тунӑ. Строительсем шкулсене нормативпа пӑхнӑ пек виҫӗ ҫулта мар, икӗ ҫулта туса пӗтерме сӑмах панӑ. Республикӑн Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи полномочиллӗ представителӗ Алексей Ладыков палӑртнӑ тӑрӑх, ҫакнашкал йышӑну - федераци укҫи-тенкине явӑҫтарас тесе тунӑ хӑюллӑ та кирлӗ утӑм. - Проект документацине хатӗрлесси вӗҫленсе пырать, вӑл патшалӑх экспертизине тухсанах ӗҫ хӑвӑртланӗ. Подрядчике укҫа вӑхӑтлӑ куҫарса парассине те тимлемелле. Йывӑрлӑхсене пӑхмасӑр шкул ҫурчӗсем ҫак ҫулталӑк вӗҫӗ тӗлне хатӗр пулмалла, - терӗ Алексей Ладыков. 

 

Екатерина Фомина, Михаил Нагоркин, Вадим Владимиров