Мускаври политехника университечӗн Шупашкарти филиалне пӗрремӗш курса 215 хӗрпе каччӑна йышӑннӑ

Кунта Чӑваш Енпе Раҫҫейри ытти регионсенчи кӑна мар, ҫавӑн пекех Египетри, Сирири, Йеменри, Туркменистанри ҫамрӑксем пӗлӳ илеҫҫӗ.

Савӑнӑҫлӑ линейкӑра пӗрлӗхлӗ патшалӑх экзаменӗнче чи нумай балл пухнисене чысларӗҫ. Кунта вӗренме кӗнисен вӑтам палли кӑҫал 60-па танлашнӑ. 130 студент бюджет шучӗпе ӑс пухӗ. Чылайӑшӗшӗн Шупашкар - ҫӗнӗ хула. Анжелика Семайкина Мускавра ҫуралса ӳснӗ. Апла пулин те вӗренме ашшӗ-амӑшӗн тӑван енне килнӗ. Ӑна кунта ӑста педагогсем ӗҫлени, тарӑн пӗлӳ илме май пурри илӗртнӗ. Шӑпах тӑрӑшса вӗренни пулас юриста Максим Степанова Пӗтӗм Раҫҫейри эссе конкурсӗнче кӗмӗл медале тивӗҫме пулӑшнӑ. Студентсене уявпа Шупашкар хулин пуҫлӑхӗ Олег Кортунов, ытти хисеплӗ хӑнасем саламларӗҫ. 

 

Диана Иванова, Анна Филиппова, Димитрий Макаров