Муркаш районӗнчи Калайкасси шкулӗ 100 ҫул тултарчӗ

Пӗлӳ ҫуртне ҫавра ҫулпа саламлама сумлӑ ентешӗсем, педагогика ветеранӗсем пухӑнчӗҫ.

Уява пухӑнакан хаклӑ ентешӗсене калайкассисем савӑнӑҫлӑ юрӑ-ташӑпа кӗтсе илчӗҫ. Хӑна-вӗрле кунта ирех йышлӑ. Калайкасси шкулӗнчен ял хуҫалӑхӗнче, наукӑпа искусствора, патшалӑх тытӑмӗнче вӑй хунӑ, паян кун та ӑнӑҫлӑ ӗҫлекен сумлӑ ҫын чылайӑн тухнӑ. Вӗсене ӑс панӑ педагогсем те ҫак кун чи кӗтнӗ хӑнасем пулчӗҫ. Калайкасси шкулне 1921-мӗш ҫулта Козьмодемьянск уесӗн ӗҫ тӑвакан комитечӗн председателӗ Степан Любимов тӑрӑшнипе уҫнӑ. Пӗрремӗш вӗрентекен Георгий Ефремов пулнӑ. Ҫулсем иртнӗ май кӗҫӗн классен шкулӗ аталанса пынӑ, ачасене вӑтам пӗлӳ пама пуҫланӑ. 1986-мӗш ҫулта кирпӗч ҫурта хута янӑ. 2005-мӗш ҫултанпа ку шкул Андриян Николаев космонавт ячӗпе хисепленет. Ҫакна курах пулӗ, калайкассисем вӗренӳре кӑна мар, спортра та пысӑк ҫитӗнӳсем тума пуҫланӑ. Паян кунта 20 ялти 200-е яхӑн ача вӗренет. 

Алексей Енейкин, Виктор Степанов