"И краткая" кинофестивалӗн тӗп продюсерӗ Денис Шаблий хӑй те темиҫе ҫул каялла ҫеҫ ҫак ӗҫе кӗрсе кайнӑ. Мари культурипе кӑсӑкланнӑ май вӑл ҫак авалхи пуянлӑха халӑх патне илсе ҫитерет. Кураканшӑн кӑсӑклӑ пулма пултаракан кӑткӑс самантсене хӑйӗн фильмӗсенче уҫӑмлатать. Ӑсталӑх сехечӗ вара фильм ӳкерме укҫа-тенкӗ тупассипе ҫыхӑннӑ. Хӑйнеевӗрлӗ паха та пуян сценарисене чӑн пурнӑҫ парассинче питчингсем пулӑшма тивӗҫ. Ӳкерӳ ӗҫӗнче вара куракана тыткӑнлас тесен, каллех, режиссершӑн саккун пулма тивӗҫ вӑрттӑнлӑх чылай. Тӗрлӗ тӑрӑхран пухӑннӑ хӑнасемпе Элла Тухарели продюсер та ӑсталӑх сехечӗ ирттерчӗ. Кунта та тӗп шухӑш - паха фильм ӳкерме укҫа-тенкӗ ӑҫтан тупасси. Ҫак ҫивӗч ыйтура "Регионсенчи кино аталанӑвне пулӑшакан фонд" тӳпи пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулма пултарать. Ҫулсерен вӑл чылай режиссера кӗске метрлӑ фильмсем ӳкерме 5 миллион тенкӗ таран пулӑшу парать.
Алексей Енейкин