Ҫӗнӗ шкула ҫӗклеме республикӑри адреслӑ инвестици программипе килӗшӳллӗн 1 миллиард та 200 миллион тенкӗ пӑхса хунӑ. Кунта вӗренекен 500 ытла ача халӗ 1-мӗш шкулта пӗлӳ пухать.
Ҫӗнӗ шкул хатӗр пуласса ачасемпе ашшӗ-амӑшӗ чӑтӑмсӑррӑн кӗтеҫҫӗ. Вӗренӳ министрӗ Дмитрий Захаров пулас шкул мӗнле профильлӗ пулнине халех палӑртма сӗнчӗ. Ҫакна тусан кирлӗ хатӗрсене суйлама та меллӗрех пулӗ. Ҫавӑн пекех республикӑри адреслӑ инвестици программипе килӗшӳллӗн Вӑрнарта тата Улатӑр тӑрӑхӗнчи Чуварлейре шкулсем ҫӗклӗҫ. Унсӑр пуҫне ҫӗнӗ наци проекчӗсем пулӑшнипе Шупашкарта "Ҫӗнӗ хула" тата "Акварель" микрорайонӗсенче пӗлӳ ҫурчӗсем тумалла.
Надежда Александрова, Вадим Владимиров