Кочетов ячӗллӗ кадет корпусӗнче уҫӑ алӑк кунӗ иртрӗ

Ҫитӗнсен ҫар ҫынни, ҫӗршывӑн чӑн-чӑн хӳтӗлевҫи пулас ӗмӗтпе пурӑнакансем кунти вӗренӳ йӗркипе паллашрӗҫ.

Хулари тӗрлӗ шкултан килнӗ хӑнасене технологи урокӗсем иртекен кабинетпа паллашма сӗнчӗҫ. Ахаль чухне кунта шавлӑ пулсан, вӗренӳ ҫулне вӗҫленӗ май кадетсем тӗрӗслев ӗҫӗ ҫыраҫҫӗ. Кадет корпусӗнче кашни предмета тӗплӗн шӗкӗлченисӗр май ҫук, технологи вара пӗлтерӗшлисен йышӗнче. Малашнехи профессине космонавтикӑпа, авиаципе, конструктор ӗҫӗпе ҫыхӑнтарас текенсене кунта илнӗ пӗлӳ кирлӗ пулатех. Занятисенче вара малтан физикӑра, химире, математика урокӗнче мӗн вӗреннине тӗпе хураҫҫӗ. 

Алиса Александрова, Дмитрий Макаров