Пӗлӳ кунӗ Республика ертӳҫи малтанах Хӗрлӗ Чутай тӑрӑхӗнчи Ҫӗнӗ Атикассине ҫитрӗ. 1985-мӗш ҫулта вӑл хӑй ҫак шкула пӗтернӗ. Ял-йыша уявпа саламланӑ май тӗпрен ҫӗнелнӗ пӗлӳ ҫурчӗ ачасемшӗн чӑн-чӑн ырлӑх пулнине палӑртрӗ.
Паха пӗлӳ илмелли майсем кунта чӑннипех те ҫителӗклӗ. Ҫакна Чӑваш патшалӑх ҫул-йӗр инспекцийӗн ертӳҫи Владимир Романов та палӑртрӗ. Вӑл та хӑй вӑхӑтӗнче ку шкулта пӗлӳ пухнӑ. Хӗрлӗ Чутай тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Иван Михопаров вара тӗллевлӗ пулӑшупа усӑ курса округри ытти пӗлӳ ҫурчӗсенче те пысӑк ӗҫсем тунине каларӗ.
Вӗренӳ тытӑмне йӗркелессинче туса ирттермелли тата нумай-ха. Уйрӑмах шкулсене педагогсемпе тивӗҫтерес ыйту ҫивӗч. Чутай тӑрӑхӗнче пӗтӗмпе 134 учитель ӗҫлет. Вӗсен вӑтам ӳсӗмӗ 54 ҫулпа танлашать. Патшалӑхӑн пулӑшу программипе усӑ курса муниципалитет кӑҫал 5 ҫамрӑк вӗрентекене илӗртме пултарнӑ. Вӗсенчен пӗри ҫак шкулта ӗҫлеме пуҫлать.
Вӗренмелли майсене темле лайӑхлатсан та ялсенче ача шучӗ чакса пыни пӑшӑрхантарать. Ку, паллах, ҫамрӑксем хуланалла туртӑннипе ҫыхӑннӑ. Ҫавна май ҫитес ҫулсенче ку тӑрӑхри Шулю ялӗнчи пӗлӳ ҫурчӗ хупӑнма пултарать. Ун чухне ачасене кӳршӗллӗ Мишеркасси шкулӗ йышӑнӗ.
Пӗлӳ кунӗ вара кӑштах хумхануллӑ пулсан та, кӗтнӗ уяв. Олег Николаев Муркаш тӑрӑхӗнчи Мӑн Сӗнтӗр шкулне те ҫитрӗ. Кунта кӑҫал таврари 15 ялта пурӑнакан 380 ача пӗлӳ илме пуҫлать. Пӗрремӗш класа 31-ӗн килнӗ.
Иртнӗ ҫулсенче кунта тӗплӗ юсавпа хӑтлӑх программисем пулӑшнипе 50 миллион тенкӗлӗх ӗҫсем тунӑ, шкул картишне илем кӳнӗ. Ҫӗнӗ асфальт сарса спорт лаптӑкӗсем йӗркеленӗ. Вӗсенче халӗ ҫамрӑксем савӑнсах вӑхӑт ирттереҫҫӗ. Кунтах ҫамрӑк пушарҫӑсем ӑсталӑхне туптаҫҫӗ. Ачасем хӑнасене хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарчӗҫ. Мӑн Сӗнтӗрте ҫарпа патриотика юхӑмӗ ӑнӑҫлӑ ӗҫлет. Тӑван культурӑна аталантарас туртӑм та сӳнмен-ха.
Шкул шалтан та хӑтлӑ, вӗренӳ хатӗрӗсемпе пуян. Ҫамрӑксен инструментлӑ вокал ушкӑнне те йӗркеленӗ кунта. Кунтах тӑван тавралӑх кӗтесӗ те пур. Музейри паха экспонатсемпе паллашнӑ хыҫҫӑн Олег Николаев сӗнӳсен кӗнекине ырӑ сӑмахсем ҫырса хӑварчӗ.
Алексей Енейкин, Игорь Ульянов