Кӗҫех ачасен сассипе тулӗҫ

Республикӑри виҫӗ шкулта тӗплӗ юсав вӗҫленсе пырать. Унти ӗҫсемпе Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ Дмитрий Захаров вырӑна ҫитсе паллашрӗ. 

2022-2023-мӗш ҫулсенче ҫӗршыври "Вӗренӳ аталанӑвӗ" программӑпа килӗшӳллен республикӑри 53 шкула тӗпрен юсамалла. Вӗсенчен 10-шӗ Шупашкарти пӗлӳ ҫурчӗсем. Кӑнтӑр-Хӗвеланӑҫ районӗнче вырнаҫнӑ кӗҫӗн классем вӗренмелли 2-мӗш шкулта ӗҫе пӗлтӗрхи ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче пикеннӗ. Строительство валли 192 миллион тенке яхӑн уйӑрнӑ. Паянхи куна шкул сӑн-сӑпачӗ палӑрмаллах улшӑннӑ: ҫуртӑн пич енне, тӑррине ҫӗнетнӗ, ҫӗнӗ чӳречесем лартнӑ, урайпа стенасене, маччана, алӑксене улӑштарнӑ. Хӑрушсӑрлӑх ыйтӑвне те тимлӗх уйӑрнӑ - пушар сигнализацийӗ, камерӑсем вырнаҫтарнӑ. Шалти коммуникацисене йӑлтах ҫӗнетнӗ. Килӗшӳ тӑрӑх, ӗҫсене пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗ тӗлне вӗҫлемелле пулнӑ, анчах та ҫитменлӗхсем пуррине кура ҫак вӑхӑт кӑшт тӑсӑлнӑ. Дмитрий Захаров министр подряд организацийӗпе шкул директорне пӗр-пӗрне ӑнланса, пулӑшса пырса, ӗҫсене ку эрнере туллин вӗҫлеме тӗллев лартрӗ. 

6-мӗш гимназире 900 яхӑн ача ӑс пухать. Юсав вӑхӑтӗнче вӗсене юнашарти шкулсене вырнаҫтарнӑ. Ачасемпе вӗрентекенсем тӑван шкула таврӑнасса чӑтӑмсӑррӑн кӗтеҫҫӗ. Ку вӗренӳ учрежденине - ҫур ӗмӗр. Анлӑ юсава кунта тахҫантанпах кӗтнӗ. Тинех ӗмӗтленни пурнӑҫланнӑ. Халӗ ачасем ӑшӑ, ҫутӑ тата хальхи вӑхӑт ыйтнине тивӗҫтерекен пӗлӳ ҫуртӗнче вӗренӗҫ. Дмитрий Захаров шкула пӑхса ҫаврӑннӑ хыҫҫӑн мӗн курнипе кӑмӑллӑ юлчӗ. Ҫак кунсенче виҫӗ енлӗ килӗшӗве алӑ пусӗҫ, ун хыҫҫӑн ҫурт алӑкӗ ачасем валли уҫӑлӗ. 

Ҫӗнӗ Шупашкарти тепӗр вӗренӳ ҫуртне - 4-мӗш вӑтам шкула та ҫур ӗмӗр тӗплӗ юсаман. Унти ӗҫсене пӗлтӗрхи ҫӗртме уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче пикеннӗ. Паянхи куна вара ӗҫе пӗтӗмпех вӗҫленӗ. Ҫӗнетнӗ классене парттӑсем вырнаҫтарнӑ, коридорсем ҫутӑ та таса, палламалла мар улшӑннӑ спорт тата акт залӗсем те ачасене кӗтсе илме хатӗр. Кӗҫех шкул ачасен сассипе тулӗ. 

 

Оксана Верликова, Екатерина Янгалакова