Кӗҫех ача сассисемпе тулӗҫ

Ҫывӑх вӑхӑтра Шупашкарта тӗпрен юсанӑ хыҫҫӑн 3-мӗш ача-пӑча ӳнер шкулӗн ҫӗнӗ ҫурчӗ, Трубина Мархви ячӗллӗ библиотека тата Элли Юрьев ячӗллӗ ӳнер шкулӗн алӑкӗсем уҫӑлмалла. Ӑҫта йӑлтах хатӗр темелле, ӑҫта вара хӗрӳ ӗҫ пырать.

3-мӗш ача-пӑча ӳнер шкулӗн ҫӗнӗ ҫурчӗ "Кувшинка" микрорайонта вырнаҫнӑ. Учреждение тӗпрен юсама "Культура" наци проекчӗпе республика тата хула хыснисенчен 15 миллион тенкӗ тӑккаланӑ. Кунта ачасем тӗрлӗ енлӗ аталанӗҫ: балет, юрӑ-кӗвӗ тата ӳнер ӑсталӑхне алла илӗҫ. Пысӑк акт залӗ тӑвас тесе ӳнер шкулӗнче ҫӗнӗ технологипе усӑ курнӑ - пӳлӗмсене пӗр-пӗринчен куҫакан стенасемпе уйӑрнӑ. Кун пекки хулара урӑх ҫук. 

Элли Юрьев ячӗллӗ ӳнер шкулӗнче вара хӗрӳ ӗҫ пырать. Ҫурта тулаш енчен те, шалтан та юсаҫҫӗ. Ҫак тӗллевпе 11 миллион та 600 пин тенкӗ уйӑрнӑ: маччасене, алӑксене улӑштарнӑ, электричествӑпа ӑшӑ тытӑмӗсене ҫӗнетнӗ. Ачасем ҫӗнелнӗ учрежденире авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пултарулӑхне аталантарӗҫ. 

Трубина Мархви ячӗпе хисепленекен библиотека та ҫӗнӗ хӑват илнӗ. 1970-мӗш ҫулта уҫӑлнӑ вулавӑшра кун пек анлӑ юсав курман. Халӗ ҫурта паллама та ҫук. Кунта шӑплӑх пӳлӗмӗ, пӗчӗк ачасен кӗтесӗ, вӗренекенсемпе студентсем валли уйрӑм аудиторисем пур. 

Диана Иванова, Михаил Солин