Ку экологи уявне пирӗн пурнӑҫра кайӑксем пысӑк вырӑн йышӑннине аса илтерес тӗллевпе йӗркеленӗ. Вӗсем пӗтсен - ҫут ҫанталӑкра та пысӑк инкек пулӗччӗ. Ҫавӑнпа та ӑсчахсем шкул ачисемпе тӑтӑшах тӗл пулаҫҫӗ, тавралӑха упрассипе ҫыхӑннӑ ҫивӗч ыйтусене ӑнлантараҫҫӗ. Хальхинче 8-мӗш класра вӗренекенсене пуҫтарчӗҫ. Марафона Чӑваш Енри тӗрлӗ округран 20 команда хутшӑнчӗ. Вӗсен 10 станци витӗр тухмалла пулчӗ. Хӑнӑхтарусем йӑлтах кайӑксем ҫинчен. Вӑл шутра ачасем ваттисен сӑмахӗсене, тупмалли юмахсен тупсӑмне пӗлнине те кӑтартрӗҫ.
Ҫамрӑксене экологи воспитанийӗ парассине пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Ильинкӑри шкулта, тӗслӗхрен, "Вӑрман юлташӗсем" лесничество йӗркеленӗ. Бронислав Гузовскийе халалласа музей та уҫнӑ. Шкулти лагерьте тӑтӑшӑх экологи темипе ятарлӑ сменӑсем иртеҫҫӗ.
Ҫак кун пур ача та хӑйӗн пӗлӗвне туллин кӑтартма пултарчӗ. Ҫапах та Шупашкарти 44-мӗш лицейри вӗренекенсем пуринчен маттуртарах пулчӗҫ, командӑпа пӗрремӗш вырӑна тухрӗҫ.
Надежда Александрова, Лидия Галактионова, Виктор Степанов