Кашни вӗрентекен ырӑ ята тивӗҫ

Паян - Учитель кунӗ. Республикӑри шкулсенче 10 пин те 500 ытла педагог тӑрӑшать. Вӗсем пурте пысӑк сума тивӗҫ.  Ҫӗршывӑн Ҫутӗҫ министерстви ирттернӗ конкурс пӗтемлетӗвӗ тӑрӑх Чӑваш Енри 11 вӗрентекен 200 пин тенкӗлӗх премие тивӗҫнӗ. Вӗсене паян Шупашкарта пулакан савӑнӑҫлӑ пухура чыслӗҫ. Тӗп хулара вӗренекенсен уявӗ вара ҫак кунсенче "Салют" культура керменӗнче иртрӗ.

"Ача сачӗсемпе шкулсенче тӑрӑшакансем - чи пархатарлӑ ӗҫ тӑвакансем", - терӗҫ уявра. Вӗсем вӗренӳ тытӑмӗн никӗсӗ пулнине палӑртрӗҫ. Савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура пултаруллӑ воспитательсемпе учительсене наградӑсем парса чысларӗҫ. Марина Зайцева 21-мӗш ҫул педагогика ӗҫӗнче. Чылай вӑхӑт 40-мӗш шкулта тӑрӑшнӑ. Халь 44-мӗш лицейри директор ҫумӗ. Ӗҫри ҫитӗнӳсемшен ӑна Патшалӑх Думин депутачӗн Алла Салаеван Тав Хучӗпе чысларӗҫ. 

Марина Иванова Шупашкарти 122-мӗш ача сатӗнче 33-мӗш ҫул тӑрӑшать. "Раҫҫей Федерацийӗн вӗренӳ тытӑмӗн хисеплӗ ӗҫченӗ" ята тивӗҫрӗ вӑл. Воспитательте ӗҫленӗрен хама телейлӗ тесе шутлатӑп, тет.

Вӗренӳ тытӑмӗнче вӑй хуракан чылай ҫынна палӑртрӗҫ уявра. Пирӗн ӗҫе хаклани профессире тата тӑрӑшулларах пулма хистет, терӗҫ пухӑннисем. 

Алена Артемкина, Святослав Петров