Кӑҫалтан вӗренӳ программине финанс пӗлӗвӗн урокне кӗртнӗ

Ултавҫӑсен серепине, чылай чухне, пӗлменни лектерет. Укҫа мӗнле пулать, ӑна ӑҫта упрамалла тата пурлӑха мӗнле хушмалла? Ҫак ыйтусене малашне ачасем шкул саккинченех ӑша хывӗҫ. Вӗренӳ программине кӑҫалтан финанс пӗлӗвӗн урокӗсене кӗртнӗ.

Вӗсенче чылай кӑсӑклӑ ыйтӑва уҫӑмлатӗҫ: налук укҫи ӑҫта каять, пенси мӗнле пухӑнать, патшалӑхран тӗрлӗ пулӑшу мӗнле тивӗҫмелле тата ытти те. Финанс пӗлӗвне 1-мӗш класранах вӗрентме пуҫлаҫҫӗ. Уроксем эрнере пӗр хут тӗрлӗ предмет шучӗпе пулаҫҫӗ. Тӗслӗхрен, математикӑра ачасем налук тӗрӗс шутлама вӗренӗҫ, обществознанире вара мӗнле ҫӑмӑллӑхсем пуррине пӗлме пултарӗҫ. 59-мӗш шкулта ҫакнашкал пӗрремӗш урока Раҫҫей Патшалӑх Думин депутачӗ Анатолий Аксаков ирттерчӗ. Ҫӗнӗ Шупашкарти 17-мӗш шкулта вара укҫа-тенкӗ пӗлӗвӗн урокне финанс министрӗ Михаил Ноздряков хутшӑнчӗ.  

Виктория Юдина, Игорь Ульянов