Кӑҫал республикӑри шкулсене "Земство учителӗ" программӑпа 16 вӗрентекен ӗҫе вырнаҫнӑ

Шупашкар округӗ 6 специалиста йышӑннӑ, тепӗр виҫӗ педагог Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнчи пӗлӳ учрежденисенче тӑрӑшать. Ҫавӑн пекех Комсомольски, Красноармейски, Элӗк, Сӗнтӗрвӑрри тата Ҫӗмӗрле округӗсенчи шкулсене ҫӗнӗ специалистсем килнӗ. Педагогсемпе Вӗренӳ министрӗ Дмитрий Захаров тӗл пулчӗ. 

Земство вӗрентекенӗсен йышӗнче тӑван шкула ӗҫлеме таврӑнакансем те, ҫав вӑхӑтрах ытти регионсенчен килнисем те пур. Вӗсем ют чӗлхесен, физика, информатика, музыка, истори тата пуҫламӑш классен учителӗсем. Юлия Батялова Чулхула облаҫӗнче ҫуралса ӳснӗ. Шупашкарта аслӑ пӗлӳ илнӗ хыҫҫӑн вӑл Ҫӗрпӳри 2-мӗш шкула суйласа илнӗ. Кунта вӑл акӑлчан чӗлхине вӗрентет. Юлия Васильева вара вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн ҫулталӑк хулари шкулта ӗҫленӗ. Халӗ ял ачисене пӗлӳ парать. Юлия Васильева "Земство учителӗ" программӑпа тивӗҫекен пӗр миллион тенкӗпе водителе вӗренсе тухса машин туянма шутлать. Ҫамрӑк специалист яла ӗҫлеме кайнӑшӑн пӗрре те ӳкӗнмест. 

Программӑпа усӑ куракансен йышӗнче пысӑк опытлӑ педагогсем те пур. Лиана Павлован ӗҫ стажӗ 28 ҫул. Ҫак хушӑра вӑл ялти шкулта та, хуларинче те ӗҫлесе курнӑ. Кӗҫӗн классене вӗрентекенскер нумай ачашӑн иккӗмӗш анне пулса тӑнӑ. 

"Земство учителӗ" программа республикӑра 6 ҫул каялла ӗҫлеме пуҫланӑ. Хальччен унпа 56 педагог ӗҫе вырнаҫнӑ. Кӑҫал ку ҫӑмӑллӑхпа усӑ куракансен вӑтам ҫулӗ 28 ҫулпа танлашать. Вӗренӳ министрӗ Дмитрий Захаров палӑртнӑ тӑрӑх, программа ҫулсерен вӑй илсе пырать. Ҫитес ҫул ялти шкулсенче тепӗр 19 вӗрентекене кӗтеҫҫӗ. 

Оксана Верликова, Игорь Ульянов