Кӑҫал республикӑри 19 шкула тӗпрен юсамалла

Вӗсенчен 12-шӗнче ӗҫсене 1 ҫултах вӗҫлемелле пулнӑ пулсан, ыттисенче юсав 2 ҫула тӑсӑлӗ. Шел пулин те, строительство графикрен кая юлса пыракан объектсем те пур. Вӗсенчи лару-тӑрупа Вӗренӳ министрӗ Дмитрий Захаров вырӑна ҫитсе паллашрӗ. 

Атайкасси вӑтам шкулӗнче тӗп юсав пынине ӗненес те килмест. Кунта нимӗнле ӗҫ шавӗ те ҫук. Пурӗ ҫуртра 11 рабочи кӑна тӑрӑшать. Вӗсенчен 4-шӗ ӑшӑ тытӑмне ҫӗнетеҫҫӗ. Путвалта пӑрӑхсене улӑштарса пӗтернӗпе пӗрех. Паян-ыран шкула тинех ӑшӑ памалла. 7 рабочи тӑрӑ хӑпартма тытӑннӑ. Кунта ӗҫсен 10 процентне кӑна тунӑ. Халӗ тӑрӑ кӑшкарне ӑсталаҫҫӗ. Ҫак тапхӑра вӗҫлесен рабочисен йышне ӳстерме планлаҫҫӗ. Подряд организацийӗн тӗп директорӗ Александр Селезнев тӑрӑ тата ӑшӑ тытӑмне Ҫӗнӗ Ҫулччен вӗҫлеме палӑртать. Пурӗ 22 миллион тенкӗлӗх ӗҫ тӑвас тӗллевлӗ. 2-мӗш тапхӑрӗ - электричество кӗртесси, сантехника тата шыв пӑрӑхӗсене вырнаҫтарасси. Ун хыҫҫӑнхи плансем хальлӗхе паллӑ мар. Пӗтӗмпех подрядчикӑн вӑр-варлӑхӗнчен килет. 

Тӗп хулари 7-мӗш шкулта ӗҫсем кал-кал пынинче ятарлӑ штаб йӗркеленин тӳпи пысӑк. Уйрамах Михаил Резников депутата объект шӑпи пӑшӑрхантарать. Ҫак ушкӑн кашни эрнерех тенӗ пек пухӑнса ӗҫсене пӗтӗмлетет. Ҫурта ӑшӑ ҫитернӗ те ӗнтӗ. Ҫак шкула 1955-мӗш ҫултах хута янӑ. Тӗпрен пӗртте юсаман. Ҫавӑнпа та строительсен хушма ӗҫсем те тума тивет. Шкулта юсав вӗҫленессе 820 ача кӗтет. Хальлӗхе вӗсем хулари 60-мӗш тата 61-мӗш пӗлӳ ҫурчӗсенче вӗренеҫҫӗ. 

Надежда Александрова, Екатерина Янгалакова