"Хыпар" хаҫат ҫамрӑк корреспондентсене йӑлана кӗнӗ слета йыхравларӗ

Вӗсем кулленех чӑвашла калаҫаҫҫӗ, чӑвашла ҫыраҫҫӗ, тӑван чӗлхене юратаҫҫӗ те хисеплеҫҫӗ. "Хыпар" издательство ҫурчӗн пысӑк ҫемйинчи "Тантӑш" хаҫат, "Тетте" журнал тусӗсем йӑлана кӗнӗ ҫамрӑк корреспондентсен слетне пуҫтарӑнчӗҫ. 

Хальхинче те Пичет ҫурчӗн пысӑк залне лӑк тулли халӑх пуҫтарӑнчӗ. Юнкорсем ашшӗ-амӑшӗпе, вӗрентекенӗсемпе пӗрле ҫитнӗ уява. Чыслава ачаллах алла калем тытнӑ 100 ытла журналист килнӗ. Кашниех юратнӑ кӑларӑмсен ӗҫӗ-хӗлне, пурнӑҫне хастар хутшӑнса лауреат е тӗрлӗ конкурс ҫӗнтерӳҫи пулса тӑнӑ. "Йӗпреҫ тӑрӑхӗнчи Ҫӑкалӑх" тесе палӑртнисӗр "Тантӑшӑн" пӗр номерӗ те тухмасть пулӗ. Хастаррисен йышӗнче Кошелевсен ҫемйинчи хӗрсем. Хальхинче ялти шкулта чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекен амӑшӗ Юлия Васильевна кӗҫӗннипе килнӗ уява. Ачисем "Тантӑш" хаҫатпа пӗрлех ӳснине, аталаннине калать вӑл. 

Олеся Михайлова Элина тата Элиза хӗрӗсемпе Куславкка тӑрӑхӗнчен ҫитнӗ. Пӗчӗккисем "Тетте" журналпа туслӑ ҫыхӑнура. Ҫак кӑларӑм ирттернӗ конкурса килти чӗрчунпа пӗрле тунӑ сӑнӳкерчӗк ярса панӑ, ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑрса чыслава килнӗ. 

Республикӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчен килсе ҫитнӗ чи маттур ҫамрӑк корреспондентсем пӗрин хыҫҫӑн тепри сцена ҫине хӑпарчӗҫ. Пултаруллӑ ачасен тӗлпулӑвне йӗркелекенсем программӑна юрӑ-ташӑ кӗртсе чыслава чӑн-чӑн уява ҫавӑрнӑ. 

Ҫамрӑк ӗҫтешӗсене ытти хӑнасемпе пӗрлех республикӑн Цифра аталанӑвӗн министрӗ Михаил Степанов та саламларӗ. "Ҫакӑн пек тӗлпулусем ирттерни сире тӑван чӗлхене татах та юратма, профессипе ҫывӑхланса пурнӑҫри ҫула суйлама май параҫҫӗ", - терӗ вӑл ачасене. Юнкорсен слечӗ яланхилле кӑсӑклӑ иртрӗ. Тӗрлӗ ӑсталӑх классне хутшӑнса ачасем чылай ҫӗннине пӗлчӗҫ. 

"Слета хутшӑнакансен йышӗ ҫулран ҫул ӳссех пырать. Апла чӑваш журналистикин пуласлӑхӗ те шанчӑкла алӑра", - палӑртрӗҫ уява йӗркелекенсем.

Алиса Александрова, Виктор Степанов