Хӗрлӗ Чутай тӑрӑхӗнчи Мӑн Этмен шкулӗн ҫавра ҫулне паллӑ турӗҫ

Таврари ял ҫамрӑкӗсемшӗн пӗлӳ тӗнчине уҫнӑ ӑс-тӑн ҫӑлкуҫӗ иксӗлми вӑйпа малалла аталанать. Хӗрлӗ Чутай тӑрӑхӗнчи мӑнэтменсем ялти шкулӑн 110 ҫулхи ҫавра ҫулне уявларӗҫ. 

Хӗрлӗ Чутай тӑрӑхӗнче паян 8 шкул ӗҫлет. 5-шӗнче вӑтам пӗлӳ параҫҫӗ. Вӗсенчен пӗри, шӑпах, Мӑн Этмен шкулӗ. Ӑна 1914-мӗш ҫулта Герман Кокель миссионер уҫнӑ. Ун чухне ачасем чиркӳ ҫумӗнчи прихут шкулӗнче, уйрӑм ҫынсен пӳрчӗсенче пӗлӳ илнӗ. Ҫитӗнсе тӑван тӑрӑхне чапа кӑларакан паллӑ ҫынсем пулса тӑнӑ.

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫлансан шкулти чылай вӗрентекен ҫар ретне тӑнӑ. 17 учитель фронтран таврӑнман. Ҫамрӑксем те чылай паттӑрлӑх кӑтартнӑ. Шкултан паллӑ ӑсчахсем, юристсем, ҫар ҫыннисем чылайӑн тухнӑ. Паянхи салтаксем те ятарлӑ ҫар операцийӗнче хӑюлӑхпа палӑрса патшалӑх наградисене тивӗҫеҫҫӗ.

Мӑн Этмен шкулӗ 7, 10, каярахпа 11 класлӑ пулса тӑнӑ. Хӑйсен тӗрлӗ вӑхӑтри паллӑ ҫыннисемпе ял-йыш чӑнласах хӗпӗртет. Кунтан вӗренсе тухнисем спортра, культурӑра, ял хуҫалах ӗҫӗнче тата ытти тытӑмра пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑ.

Халӗ кунта таврари 18 ялта пурӑнакан 130 ача вӗренет. Вӗсенчен 17-шӗ - мӑнэтменсем. Пӗлӳ ҫуртӗнче ҫамрӑксене аталанмашкӑн мӗн кирли пӗтӗмпех пур темелле. Ҫавна май ҫитӗнекен ӑру тӗрлӗ шайри конкурссемпе олимпиадӑсенче ҫитӗнӳсем тӑвать. Тӑван культурӑна упраса несӗлсен йӑли-йӗркине ӑша хывать. Шкулта тӑван тавралӑх музейӗ те пур.

1983-мӗш ҫулта ҫӗнӗрен тунӑ капмар ҫурта 2018 тата 19-мӗш ҫулсенче тӗпрен ҫӗнетнӗ. Халӗ шкул ҫулне ҫитменнисен пайӗнче юсав пырать. Ҫитес ҫул вара кунта картишӗнчи хӑтлӑх ӗҫне пикенмелле. Кӑштах аслӑраххисем ҫакӑн евӗр ҫӑмӑллӑхсем ҫинчен ӗмӗтленме те пултарайман. Ҫавах та, пурте телейлӗ ӳснӗ.

Уявра Этмен шкулне пӗтернӗ ятлӑ-сумлӑ ҫынсем йышлӑн пухӑнчӗҫ. Пуҫлӑхсемпе депутатсем, усламҫӑсем, ентешлӗх хастарӗсемпе ытти хӑнасем шкула хаклӑ парнесем турӗҫ, вӗрентекенсемпе педагогика ветеранӗсене чысларӗҫ. Сӑмах май, кунта паян 27 учитель ӗҫлет. Уяв кунӗ вӗсене пултаруллӑ артистсем концерт парнелерӗҫ. 

Алексей Енейкин