Хӗлле те, ҫулла та усӑ курмалли спорт лаптӑкӗ пулӗ

Ялсене аталантармалли программӑпа килӗшӳллӗн Сӗнтӗрвӑрри тӑрӑхӗнчи Октябрьски салинче хоккей вылямалли лаптӑк тума пуҫланӑ. Унти ӗҫсем мӗнле пынипе вице-премьер - Ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов паллашрӗ.

Ялсенче пурӑнакансен те сывлӑха ҫирӗплетме майсем ҫителӗклӗ пулмалла. Ҫак тӗллевпе республикӑра спорт объекчӗсем хута яраҫҫӗ. Октябрьскинче хоккей курупки тӑвассине тахҫантанпах кӗтеҫҫӗ. Ӑна хута яма 3 миллион та 600 пин тенкӗ уйӑрнӑ. Ку ҫулталӑкӗпех усӑ курмалли лаптӑк пулӗ: хӗллехи вӑхӑтра хоккейла выляма, конькипе ярӑнма, ҫулла баскетболла выляма май пур. 

Ку тӑрӑхра пурӑнакансем спортпа яланах туслӑ пулнӑ. Ҫӗнӗ лаптӑка хута яни вӗсене инҫете каймасӑр вырӑнтах хатӗрленме тата пысӑк ҫитӗнӳсем тума май парӗ. 

Пулас объектӑн проекчӗпе паллашнӑ май, Сергей Артамонов муниципалитет ертӳҫисене хоккей коробкинче асфальт сарас шухӑша пӑрахӑҫлама, хӑрушсӑрлӑх ыйтӑвне ытларах тивӗҫтерекен материалпа усӑ курма каларӗ. Ҫавӑн пекех спорт лаптӑкӗ патне пымалли ҫулсене лайӑхлатас ыйтӑва пӑхса тухма хушрӗ. 

Оксана Верликова, Виктор Степанов