Хӑйсен ӑсталӑхне ӗҫпе ҫирӗплетнӗ

Вӗренӳ учрежденийӗсенче "Ҫамрӑк профессионалсем" наци чемпионачӗн лауреачӗсене чысларӗҫ.

Пирӗн ентешсем Наци чемпионачӗн финалӗнче 3 ылтӑн, 1 кӗмӗл, 4 бронза медаль тата "Профессионализмшӑн" 21 медальон ҫӗнсе илнӗ. Вӗсем пурте укҫа парса хавхалантарни пирки свидетельствӑсем тивӗҫрӗҫ. Ҫавӑн пекех ҫӗнтерӳҫӗсене хатӗрленӗ вӗрентекенсене те парнесем пачӗҫ. Чи сумлӑ медале - ылтӑна ҫӗнсе илме пултараканӗ строительство тата хула хуҫалӑхӗн техникумӗнче вӗренекен Евгений Михайлов. Вӑл мӗн пӗчӗкрен кӑмака тӑвас ӗҫе хӑнӑхнӑ. Ҫак профессие алла илес тесе техникума вӗренме кӗнӗ. 

 

Надежда Александрова, Виктор Степанов