Ачасем ушкӑнсем ҫине пайланса ҫул ҫӳреве пуҫтарӑнчӗҫ. Вӑрманта мӗн кирлине йӑлтах пӗрле илчӗҫ: палатка, компас, апат-ҫимӗҫ тата ытти те. Палӑртнӑ вырӑна ҫитиччен кӑшт канса илчӗҫ, малалли ҫула сӳтсе яврӗҫ. Тепӗр залра вара вӗренекенсем альпинизмпа паллашрӗҫ, ту ҫине хӑпармалли тӗрлӗ хатӗрпе усӑ курма хӑнӑхрӗҫ. Унсӑр пуҫне инструкторсем вӗрене мӗнле тӗрӗс ҫыхмаллине тата салтмаллине кӑтартрӗҫ. Ачасем кашни хӑнӑхтарӑва хаваспах хутшӑнчӗҫ.
Диана Иванова, Юрий Стифонов