Вӗренӳре, пултарулӑхра, спортра, обществӑлла ӗҫре хастар ҫамрӑксем ҫулталӑк тӑршшӗпех стипенди илсе тӑрӗҫ. Конкурса 300 ытла ҫын хутшӑннӑ. 116-шне хавхалантарма йышӑннӑ. Вӗренӳре ҫитӗнӳ тунӑшӑн паракан стипенди шутне кӑҫал ӳстернӗ.
Ҫитес ҫул спорт, культура енӗпе те ытларах ҫамрӑка стипенди парассине пӗлтерчӗ хула пуҫлӑхӗ Станислав Трофимов. Пултаруллӑ хӗрсемпе каччӑсене хула аталанӑвне хӑйсен тӳпине хывнӑшӑн тав турӗ. Пӗрисем олимпиадӑсене, тӗрлӗ конкурса, спорт ӑмӑртӑвӗсене хутшӑнса Шупашкар ятне ҫӳле ҫӗклеҫҫӗ. Теприсем ыр кӑмӑллӑх ӗҫне хастар хутшӑнаҫҫӗ.
Ачасене пулӑшса пыраканӗсем - ашшӗ-амӑшӗпе вӗрентекенсем. Вӗсем те уявра тав сӑмахӗсене тивӗҫрӗҫ. Ӗҫе асӑрхани, ҫапла майпа чыслани пире тата пысӑкрах ҫитӗнӳсем тума хавхалантарать, - палӑртрӗҫ ҫамрӑксем. Шкул ачисем уйӑхсерен пин тенкӗ, спортсменсем пин те 200, студентсем пин те 500 тенкӗ илсе тӑрӗҫ.
Екатерина Фомина, Антонина Капитонова, Вадим Владимиров