Хӑрушсӑрлӑх ыйтӑвне пысӑк тимлӗх

Шупашкарти 47-мӗш шкулта террорла ӗҫ-пуҫа хирӗҫ вӗренӳ иртрӗ. Ӑна ҫулсеренех авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗ умӗн йӗркелеҫҫӗ. 

Республикӑри пӗлӳ учрежденийӗсенче юлашки хатӗрленӳ ӗҫӗсем пыраҫҫӗ. Хӑрушсӑрлӑх ыйтӑвне уйрӑмах пысӑк тимлӗх. Чӑваш Енре те пӗтӗм ҫӗршыври пекех ҫак кунсенче терроризма хирӗҫ кӗрешмелли вӗренӳсем иртеҫҫӗ. Шупашкар хулинче ҫак ӗҫе 60 шкул хутшӑнать. 

Сценари тӑрӑх 47-мӗш шкула хӗҫ-пӑшаллӑ икӗ террорист тапӑнаҫҫӗ. Вӗсем хуралҫӑпа вахтера вӑйпа пӳлӗме хупса хураҫҫӗ. Апла пулин те хуралҫӑ хӑрушлӑх пирки пӗлтермелли пускӑча пусса ӗлкӗрет. Ҫавна май директорпа кунти ытти ӗҫлекенсем те пӑтӑрмах пирки тӳрех пӗлеҫҫӗ. Шкул ертӳҫи ҫийӗнчех йӗрке хуралҫисене шӑнкӑравлать, ачасем вара класра питӗрӗнсе лараҫҫӗ. Васкавлӑ ҫитнӗ Раҫҫей гварди хастарӗсем террористсене тытса чараҫҫӗ. Телее, вӗрентекенсемпе ачасем пурте чӗрӗ-сывӑ. 

Тепӗр сценарипе шкула пилотсӑр аппарат тапӑнать. Ҫавна май шкул ачисемпе вӗрентекенсем хушма алӑкран тухса путвала пытанаҫҫӗ. Кунта ҫакӑн пек лару-тӑру валли ӗҫмелли шыв, эмелсем те хатӗрлесе хунӑ. Вӗренӳ йӗркеллӗ те пӑтӑрмахсӑр иртсе кайрӗ. Палӑртнӑ пур тӗллеве те кашни туллин те тӗрӗс пурнӑҫлама тӑрӑшрӗ. 

Оксана Верликова, Святослав Петров