Етӗрнере иккӗмӗш ҫул ачасене цифра пӗлӗвӗ паракан центр ӑнӑҫлӑ ӗҫлет

Ӑна агротехника техникумӗн никӗсӗ ҫинче "Вӗренӳ" наци проекчӗпе килӗшӳллӗн хута янӑ. Паянхи куна центра 800 ытла ача ҫӳрет: Етӗрнерен кӑна мар, кӳршӗ округсенчен те. 

Етӗрнери 3-мӗш шкулта 9-мӗш класра вӗренекен Максим Толстовпа Роман Ефимов ку ценра мӗн уҫӑлнӑранпах ҫӳреҫҫӗ. Вӗсем роботсем ӑсталаҫҫӗ. Ӑслӑ техника хура йӗр тӑрӑх чупма, тиев турттарма пултарать. Арҫын ачасем тӗрлӗ конкурса та хутшӑнаҫҫӗ. Хальхи технологи вӑрттӑнлӑхӗсене сатике ҫӳрекенсем те уҫаҫҫӗ.

Центра ачасем эрнере пӗрре 2 сехетлӗхе килеҫҫӗ. Кунта 6 енӗпе вӗренеҫҫӗ. Уйрӑмах робот техникине кӑмӑллаҫҫӗ ҫамрӑксем. Ку енӗпе харӑсах 28 ушкӑн йӗркеленӗ. Ачасем тӗрлӗ программӑпа ӗҫлеме хӑнӑхаҫҫӗ, ҫав шутра сайтсем тума вӗренеҫҫӗ. Полина Неопалимская "Мемориал" сайт пуҫарса янӑ. Унта вӑл ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнса пуҫ хунисен сӑнӳкерчӗкӗсемпе кӗске биографисене вырнаҫтарать. Данил Дарешин вара вӗлле хурчӗ ӗрчетекенсемшӗн усӑллӑ сайт тытса пырать. Центра йӗркелеме 30 миллион тенкӗ тӑккаланӑ. Кунта ҫӗнӗ йышши техника вырнаҫтарнӑ. 

Вӗрентекенсемпе те йывӑрлӑхсем ҫук. Кунта агротехникумри преподавательсемех ӗҫлеҫҫӗ. Хӑшӗ-пӗри Мускава, Чулхулана кайса пӗлӗвне ӳстернӗ. Вырӑнти гимназири учительсем те килсе ҫӳреҫҫӗ. 

"ITКуб" центртан пӗлтӗр 650 яхӑн ача 7 программӑпа вӗренсе тухнӑ. 500 ытла конкурспа тупӑшӑва хутшӑннӑ вӗсем. 174-шӗ ҫӗнтерӳҫӗ пулнӑ. Кунта пӗлӳ пухнисем пурте ятарлӑ свидетельcтво илеҫҫӗ. Вӑл малалла вӗренме кӗнӗ чух хушма баллсем парать.

 

Надежда Александрова, Святослав Петров