Ҫамрӑк специалистсене ӗҫе вырнаҫма чӑрмантараканни - опыт ҫукки. Унсӑр пуҫне кӑҫал коронавирус эпидемийӗ те хӑйӗн витӗмне кӳнӗ. Ӗҫпе тивӗҫтерекен центрсенче пин-пин ҫын шыравра тӑрать. Ҫамрӑк специалистсене пулӑшас тӗллевпе Ӗҫ министерствипе Коопераци институчӗ, Патшалӑх, Педагогика тата Аграри университечӗсем икӗ енлӗ килӗшӳсем алӑ пусрӗҫ. Малашне ӗҫпе тивӗҫтерекен центрсем аслӑ шкул пӗтернисене республикӑри пӗр-пӗр предприятие е организацие вырнаҫма пулӑшӗҫ.
Елена Дмитриева, Владимир Синдеев